03 марта 2017 г.
Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче "Вĕлле хуртне пулăш" темăпа канашлу иртрĕ. Унта республикăри кăнтăр районĕсенчи, Тутар Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи 130 ытла хурт-хăмăрçă хутшăнчĕ. Мероприятие районти выльăх- чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов ертсе пычĕ. Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенче вĕлле хурчĕсемпе ĕçлесси еплерех пынипе кăнтăр районĕсем- пе ĕçлекен Н. Пирожков тĕп зоотехник-утарçă паллаштарчĕ.
Юлашки çулсенче çынсем ытларах та ытларах вĕлле хур- чĕсем усрама пуçларĕç. Анчах туса илнĕ пыла ăçта реализацилемелле-ха? Çак ыйту нума- йăшне пăшăрхантарать. Николай Петрович сиплĕ çимĕçе сутлăх валли пахалăхлă юхтарса илме вĕренмеллине, ун чухне ăна реализацилеме те майсем ытлараххине каларĕ. Çавăн пекех вăл Пăва районĕнче "ылтăн" хуртсем аккарапидоз чирĕпе чирленĕ тĕслĕхсене тупнине, вăл варроатозран та хăрушăраххине, çавна май сыхă пулмаллине каларĕ.
Çулсем иртнĕ май утарçăсем те аслăланса пыраççĕ, çамрăксем хушшинче вĕлле хурчĕпе кăсăкланакансем сахалтарах. Апла пулсан çитĕнекен ăру патне çул тупмалла. Çак тĕллевпе Н. Пирожков Турханти ача садне çỹрекен аслă ушкăнти ачасене хăйĕн утарне час-часах хăнана чĕнет. Кунта вĕсем ятарласа кĕленчерен тунă вĕллере хуртсем тăрăшса ĕçленине кураççĕ, пыл тутанса пăхаççĕ. Николай Петрович шкул çулне çитменнисен учрежденине кучченеç те парса ярать. Ырă пуçарăва ыттисен те йĕркелесен аван пулмалла.
Канашлăва çулленех паллă ученăйсем, пысăк квалификациллĕ специалистсем хутшăнаççĕ. Кăçал та Мускавран, Ульяновскинчен, Рязаньтен килнĕ. "Нектар" пĕрлешỹ директорĕ В. Лебедев Ульяновскинче вĕлле хурчĕсене ĕрчетессипе мĕнле ĕçсем ирттерни çинчен тунă доклад кашнине интереслентерчĕ.
Варроатоз чирĕ тата ăна хирĕç кĕрешмелли мелсем пирки çĕршывăн тĕп хуличи "Варротерм" экспериментпа тĕпчев лабораторин ертỹçи В. Яранкин чарăнса тăчĕ. Вăл çак чир утарçăсемшĕн тĕп проблемăсенчен пĕри пулнине, сăвăса ăшăпа пĕтерме май пуррине асăнчĕ.
К. Богомолов пыл паракан эмел курăкĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ, çавăн пекех хăй нумай пулмасть кăларнă "Медоносные лекарственые декоративные растения" кĕнекине презентацилерĕ.
Канашлу питĕ тухăçлă иртрĕ. Утарçăсем пĕр-пĕрин опытне, сĕнĕвĕсене итлерĕç, малашне районта пыл сăпасне анлăн паллă тăвасса шаннине пĕлтерчĕç.
Мероприятинче пыл конкурсне те йĕркеленĕ. Çимĕçе ятарлă комисси пахаларĕ. 27 тĕслĕ сиплĕ пылак çимĕçрен чи лайăххи Анат Тăрмăшĕнчи М. Ширтановăн пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Анат Туçари В. Плешков, виççĕмĕшне Комсомольски районĕнчен килнĕ В. Илеменов йышăнчĕ.
О. ПАВЛОВА
Пыл хурчĕ хуçине пăхса пыл тăвать
Хурт-хăмăртан пурне те телей паман
(Ваттисен сăмахĕсем)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)