03 марта 2017 г.
Мирлĕ тỹпе айĕнче пурăннă саманарах пирĕнпе юнашар çỹрекен яшсем пĕрин хыççăн тепри тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçласа чечек пек хитре çамрăклăхне татрĕç. Вĕсенчен пĕри _ Хирти Пикшикре çуралса тĕрекленнĕ Фирдус Камалетдинов. Çемьешĕн юратнă ывăл, юлташ-пĕлĕшсемшĕн пултаруллă та матур спортсмен, шанчăклă тус тăван ял масарĕнче канлĕх тупнăранпа çирĕм икĕ çул çитет. 1995 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнчи çу кунĕ Фирдусшăн юлашки пулнă... Шел, Чечня вăрçин синкерлĕхне пула çамрăк салтак службăра пĕрле пулнă юлташĕсем евĕр тăван киле хавасланса та çунатланса таврăнайман... Мĕн пур хурлăха манса паян çак паттăрăн ячĕ чăнах та вилĕмсĕр тесе хаклас килет. Çакна çулсеренех ун ячĕпе йĕркелекен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республика турнирĕ тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
Кĕрешме тухакансенчен чи çăмăллисем 25 килограмлă, чи йывăррисем 63 тата ытларах килограмлă спортсменсем. Вĕсем кашниех кĕрешỹ меслечĕсене нумай вăхăт тата тренерсемпе юнашар хăнăхни сисĕнчĕ: пĕри те тепри ăста вылять, соперника тỹрех парăнмасть. Тĕрлĕ виçе ушкăнĕпе пьедесталăн çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçнĕ А. Козлова, Н. Сурнаева, А. Цветкова, Е. Иванова, М. Виноградова, Р. Юсупова, М. Тимофеева, Ш. Вахитова, Д. Клементьева, В. Кириллова, А. Чиркина, А. Федорова яланхиллех хаклă парнепе, медальпе тата Хисеп хучĕпе наградăларĕç.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ республика турнирĕ çулсеренех спорт мастерĕн кандидатне, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне Фирдус Абдулловича чыс та хисеп туса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланать. Хальхинче те çаплах пулчĕ. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркеленĕ турнира хамăр районти кĕрешỹçисемсĕр пуçне Канаш хулинчен тата районĕнчен, кỹршĕ Шăмăршă районĕнчен, ытти çĕртен чылай спортсмен хапăл туни те паттăр салтака чыс туниех. Ытти çулсенчи пекех помост çинче хăйсен кĕрешỹ техникине кăтартма хатĕрленекенсем хушшинче хул-çурăмĕ-пе тĕрекленсе çитейменнисем те, ар шутне кĕнĕ каччăсем те пур. Вунă командăри 130 ытла спортсмен парад хыççăн хăйсен виçе ушкăнĕнчисемпе кĕрешĕве тухрĕç.
Спорт вăл вăй та, çитĕнỹ те, малашлăх та. Ача чухне Фирдус та спортпа пиçĕхсе çитĕннĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес тĕлĕшпе тăтăшах лидерсен хушшинче пулнă. Турнира хутшăннă спортсменсене район администраци пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Марат Айзатуллов ăнăçу, умри тĕллевсене пурнăçласа пыма пысăк ăнтăлу сунчĕ:
_ Çирĕп, вăйлă, сывлăхлă çыннăн çеç шухăшĕсем те çирĕп, ĕмĕчĕсем те сулмаклă. Спортпа туслă çын тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи те. Çавăнпа та районта йăлана кĕнĕ турнира ламран-лама куçарса пынăшăн, паттăрăн ятне вилме паманшăн чăн малтан салтакăн ашшĕ- амăшне, тăванĕсене, çывăх çыннисене тав тăватăп. Ырă ĕçе малалла та тăсасчĕ, _ терĕ Марат Минсеитович пысăк мероприятие хапăл тунисене.
Турнира уçнă çĕре Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн ертỹçи Е. Семенов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Моисеев, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков, салтакăн пĕр тăванĕсем, чылай спорт ветеранĕ, Фирдус Камалетдиновпа службăра пĕрле пулнă аякри юлташĕсем, çывăх пĕлĕшĕсем, ăна хисеп тăвакансем йышлăн хутшăнчĕç, ырă та ăшă сăмахсем нумай каларĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)