03 марта 2017 г.
ТВпа Чăваш Республикин Наци телевиденине кабель се- чĕпе тỹлевсĕр кăтартмалли каналсен йышне кĕртнĕ.
Нарăсăн 22-мĕшĕнче Мускаври ятарлă комисси Атăлçи федераци округĕнче тỹлевсĕр пăхма пултаракан каналсене палăртнă. Конкурса регионсенчи пурĕ 32 канал хутшăннă. Чăваш Енрен 21-мĕш кнопкăна йышăнассишĕн икĕ телеканал тупăшнă _ Наци телевиденийĕ тата "Телеканал 21 плюс". Комисси членĕсем 21-мĕш кнопкăна йышăнакан каналăн хăйĕн контенчĕ 75 процентран кая мар пулмаллине шута илнĕ.
Наци телевиденине республикăра пурăнакансем çурринчен кая мар пăхаççĕ. Çакă вара чăннипех те пысăк пĕлтерĕш- лĕ. Çавăн пекех наци телевиденийĕн эфирĕнче кулленхи хыпарсен тата наци чĕлхин программисем пуррине, ача-пăчасен, çамрăксен вĕренỹ программисен йышĕ çулсеренех ỹссе пынине те пысăк хак панă. Тĕрлĕ программа Раççей шайĕнчи конкурссенче палăрма ĕлкĕр- ни те пысăк çитĕнỹ. Наци телевиденине çывăх вăхăтра, ака уйăхĕнчен кая юлмасăр, 21-мĕш кнопка çумне çирĕплетмелле. Кун пирки пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла пĕлтернĕччĕ: "Наци телекуравĕн программисене çитес çуркунне хамăр хутлăхра кăна мар, тулашра та пăхма май килĕ".
Çитес вăхăтра Триколор ТВпа наци телевиденийĕн программисене курса савăнăпăр. Çакă пуриншĕн те пысăк парне пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)