03 марта 2017 г.
Мартăн 1-мĕшĕнчен "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци старт илчĕ. Ăна çитĕнекен яш-кĕрĕме сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, спортпа çыхăннă ырă йăла-йĕркене малалла тăсас, тĕрлĕ- рен çăмăлттай шухăшсенчен хăтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çак тĕллевпе районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче сывлăх урокĕсем, физкультурăпа спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕрен семинар-тренинг, наркотиксен сиенĕ пирки кăсăклă калаçусем иртĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)