АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парне вырăнне çурта лартатăп…

07 марта 2017 г.

Çĕр çинче аннерен хакли никам та çук. Тен, çакна пире чун парнеленĕ çынсем юнашар чухне хакласа та çитерейместпĕр пулĕ. Вĕсем пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлсан вара...

Кăçал пĕрремĕш хут эпĕ юратнă аннене парнепе савăнтарас вырăнне чиркỹре унăн чун канлĕхĕшĕн çурта çутатăп, просфор кастаратăп, кĕл тăватăп. Нумай пулмасть вăл пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе ăс парса вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине кăларса пулăшса пынă аннемĕр паян пирĕнпе юнашар мар. Тăрăн ялĕнче пурăнса ватăлнă Анна Владимировна Медведева хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар хурипе шуррине черетленĕ. Кун пирки вăл тăтăшах пăшăрханса каласа паратчĕ. Хĕрача ỹт-пĕвĕпе пиçĕхсе çитичченех ĕçе хăнăхнă. Вун виçĕ çултах ял çыннисемпе пĕрле (Нăрваш Шăха- лĕнче çуралнă) вăрман касма кайнă, торф кăларма та хутшăннă... 1943 çулта вара Нижний Тагилти çар заводĕнче икĕ çул ĕçленĕ. Пурнăçĕнчи йывăр вăхăтсене тăтăшах куç умне кăларатчĕ аннемĕр. Симĕс купăста шỹрпипе хырăма улталани, арçынсемпе тан пуртă-пăчăкă, сухапуç тытни чĕринче пирчейми йĕр туни калаçăвĕнчен тăтăшах сисĕнетчĕ. Вăрçă хыççăн та фермăра ырми-канми тăрăшнă хастара ял-йыш паян та ырăпа асăнать. Çав вăхăтрах вăл чиркĕве çỹреме те вăхăт тупатчĕ. Урăхла каласан, юратнă аннене асра тытса унтан тĕслĕх илмелли пайтах пирĕн. Мĕн пур çилентернисене каçарса пире пулăшса çеç пыр эсĕ, юратнă çыннăмăр.

Л. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика