07 марта 2017 г.
Витререн тăкнă евĕр çумăр çусан та, куç курми тăман тус- тарсан та хул урлă сăран сумка çакнă почтальонкăсен çитес çĕре çитмеллех: кулленхи почтăна вулакан патне çитермелле, пенси укçи валеçмелле, ветерансене çăмăллăхсемшĕн паракан тỹ- леве салатмалла тата ытти те. Кунсăр пуçне тата тепĕр алăпа почта уйрăмĕнчи тавара сумкăпа йăтмалла. Пенсионерсем хăш-пĕр чухне супăнь-шăрпăкшăнах лавккана çỹресшĕн мар. Капла киле килсех параççĕ.
Ишлĕри почта уйрăмĕнчи И. Зверева почтальонка хул урлă çак сумкăна çакнăранпа 30 çул ытла та ĕнтĕ. Маларах та çак ĕç уншăн ют пулман. Амăшĕ почтальонкăра ĕçленĕрен ăна пулăшма уроксем хыççăн сахал мар çỹренĕ хĕрача.
_ Ун чухне ĕçĕ тата та кăткăсрахчĕ. Почта сумккине халăх çырăнакан хаçат-журнал кĕмен. Килĕрен кашнийĕ 3-4 хаçат илетчĕç, "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн" журналсене çырăнатчĕç. Çуна çине хурсах туртаттăмăр,_ çамрăкранах ĕçе кỹлĕннине ăшшăн аса илет Ираида Ильинична .
Килĕшетчĕ ăна амăшĕн ĕçĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç çитеретчĕ вăл ял халăхне ывăл-хĕрĕнчен çыру пара-пара хăварса. Ун чухне кĕсье телефонĕ пулман. Уйрăмах салтак хыпарĕсем хак-лăччĕ. Хăшĕсем ăна хирĕç тухсах кĕтетчĕç.
Паян ĕçĕ, унчченхипе танлаштарсан, кăштах улшăннă. Ялта ватăсем ытларах пурăнаççĕ. Çыру тавраш сахал килет. Çавах кашнийĕшĕ почтальонкăпа сăмах хушма тăрăшать. Ял хыпарçи-çке вăл! Урамăн пĕр вĕçĕнчисем теприсен сывлăхне ыйтса пĕлеççĕ. Электричествăпа, газпа усă курнăшăн тỹлевпе татăлмалли хучĕсене парса яраççĕ тата ытти те.
Уйрăмра виçĕ почтальонка. Ульяновкăри О. Никифорова та, Пăлапуç Нурăсĕнчи Т. Рогожина та Ираида Ильинична пекех харсăр. Вĕсен ĕçĕпе Л. Юркина ертỹçĕ те кăмăллă.
Çемье çак уйăх пуçламăшĕнче кĕрекене пуçтарăнчĕ. Çурхи куна уявлама мар, Ираида Ильиничнăна 55 çул тултарнă ятпа саламлама. Ырлăх-сывлăх сунчĕ кашнийĕ. Малашне те ури тупанне çĕре тивертмесĕр утса-чупса çỹреме сĕнчĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)