АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй _ вырăсла, юбилей _ италилле…

07 марта 2017 г.

Хăш-пĕр чухне çĕр çинче нумай-нумай ĕмĕр пурнăç курма çуралнă тăван чĕлхемĕре сунтал çине хурса шаккаса хĕртнĕн, унтан мăшкăлласа кулнăн туйăнать. Анчах мĕн сăлтавпа, мĕн айăппа çакна тивĕç-ши пирĕн атте-анне чĕлхи? Паян йăх-несĕлĕмĕрсенчен ламран-лама куçса пыракан чĕлхемĕр çỹп-çап ăшне путни çеç мар, хамăрăн чĕре çумĕнче упранакан чăвашлăх туйăмне урăх çынсене, ют патшалăха "сутни" пушшех чуна ыраттарать.

Нумай пулмасть пĕр пĕлĕшĕм хăйсен çывăх çыннин юбилейĕнче савăннине хăпартланса каласа пачĕ. Тĕрĕссипе вĕçсе кайманни кăна! Çакскерсен тăванĕсем мăшăрĕн ылтăн юбилейне _ 50 çулне _ чăвашла та, юлашки вăхăтра модăна кĕрсе пыракан вырăссен йăлипе те мар, итали сĕмĕпе кĕрлеттернĕ-мĕн! Çавна май хăнасем те пурте итальянецсен ялавĕ çинчи виçĕ тĕспе çеç тум тăхăннă иккен: симĕс, хĕрлĕ, шурă. Сĕтелĕ çинче те çак çĕршыв çимĕçĕсем, ертсе пыракансем те италиллех калаçмаççĕ пулин те хуçасем ыйтнă пек йăлине те, вăййине те вĕсеннех евĕрлеççĕ. Пĕр шутласан чăнах та тĕлĕнмелле: концерт тесен концерт мар, шоу тесен ытлашши пек. Шурă, кăвак, хĕрлĕ тĕссемпе вĕлкĕшекен Раççей ялавĕн тĕсĕсем юбилейçăна мĕншĕн килĕшмен-ши? Хамăрăн çĕршыв символики яланах пирĕн мăнаçлăх пулмалла пек-çке? Калăн, çакскерсен темиçе сыпăкри ратнисем çичĕ тинĕс леш енчи çак çĕршывпа тỹрреммĕнех çыхăннă. Тĕлĕнмелле вĕт! Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хура тăпра çинче çитĕннĕ тырăран пĕçернĕ çăкăра çисе ỹснĕ çынсемех çапла хăтланаççĕ пулсан, паян-ыран çемье çавăракан ачамăрсенчен, мăнукăмăрсенчен мĕнех кĕтмелли пур-ши? Пĕр хутчен çемьепе Италие экскурсие курма кайса килнипех вĕсен йăли-йĕркине хамăрăннинчен çỹле хуни вырăнлă-ши тата? Кама тĕлĕнтерĕн тата ку чухне юбилейре е туйра сĕтел çинчи ют çĕршыв юр-варĕпе, вĕсен юрри-ташшипе, хăтланăвĕпе? Чăвашсен кирек мĕнле хăнара та хисеплĕ хуплупа шăрттанран, кăпăклă сăринчен пахи пулман. Хуткупăспа шăрантаракан кирек мĕнле чăваш юрри-кĕвви те кĕрекере ларакана тыткăна илетех. Çавăнпа та юлашки вăхăтра çамрăк мăшăрсене атте-анне чĕлхипе пил парайманни, çут тĕнчене килнĕ пепкемĕре сăпка юррипе ĕнĕрлесе сиктерейменни никамăн та мар, пирĕн çитменлĕхех. Паян пурнăç курнă чăваш çыннисемех хăйсен юбилейĕсене италилле, францилле, америкăлла... ирттереççĕ пулсан, ыран вĕсем хăйсен ывăл-хĕрĕсене, мăнукĕсене ют çыршыв çыннисен ячĕсене хурсах тĕне кĕртĕç-ши? Кун пекех пулсан çĕр пин юрăпа çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕн ят-сумне епле упраса хăварăпăр, тăванăмăрсем?

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика