АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв-шур инкек ан кỹтĕр

07 марта 2017 г.

 Район администрацийĕн залĕнче шыв-шура, чрезвычайлă лару-тăрăва тата пушар хăрушсăрлăхне сирес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан М. Айзатуллов уçрĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа "2017 çулхи çурхи шыв-шура йĕркеллĕ ирттерсе ярассипе" район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Г. Каллин паллаштарчĕ.

Район администрацийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ку енĕпе тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ тата комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ _ район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов.

Çурхи шыв-шур тапхăрĕнче Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел ялĕсенчи 65 хуçалăх инкеке лекме пултарать.

Шыв çыранран тухса сарăласран хỹтĕленмелли ĕçсене тума пуçăннă. Ку енĕпе администрацин резерв фондĕнче укçа-тенкĕ пур. Инкек-синкек ан пултăр тесен ял тăрăхĕсен ертỹçисен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсен палăртнă мĕн пур ĕçе пурнăçламаллах. Вируслă инфекци, ытти чир-чĕр ан сарăлтăр тесе те сыхă тăмаллине аса илтерчĕ Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ О. Такмакова.

Кун йĕркинче сỹтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăннă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика