АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр мăнтăрĕпе район юбилейĕ те кĕрлĕ

07 марта 2017 г.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн 2017 çул чи паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăмпа, районăмăр 90 çул тултарнипе те, çырăнса юлĕ. Çавна май шурсухалсен йышне кĕнĕ тăван енĕмĕре чыс та хисеп туса çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕрен мероприяти иртет. Сăмах май каласан, пирĕн "Аванград" хаçат страницинче те çак темăпа ятарлă рубрика уçăлчĕ. Хисеплĕ вулаканăмăрсем район историйĕ, аталанăвĕ, унăн паллă çыннисем пирки хăйсен хайлавĕсене редакци почтине çитерме пултараççĕ.

Çак кунсенче вара район 90 çул тултарнине халалласа администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ юбилейпе çыхăннă логотипсен конкурсĕ старт илнине пĕлтерчĕ. Сăрă ăстисен тупăшăвне профессилле дизайнерсем, ỹнерçĕсем, реставраторсем, урăхла каласан Турă çак енĕпе пысăк пултарулăх парнеленĕ çынсем хутшăнма пултараççĕ.

Тупăшăва хутшăнас текенсен хăйсен шухăшне мартăн 22-мĕшĕччен кая юлмасăр пĕлтермелле. Материалсене adikina@yandex.ru электрон адресĕпе ярса памалла. Тĕплĕнрех 6-10-60 телефонпа ыйтса пĕлмелле. Урăхла каласан, юбилей ирттермелли логотип тарăн шухăшлă, нумай енлĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ. Яваплă конкурса хутшăнакансен район историне тарăн пĕлни те кирлĕ. Унсăрăн темăна епле уçса парайăн-ха?

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика