07 марта 2017 г.
Зеленодольск хулинчи пĕр паллă гимназире тĕнче шайĕнче йĕркеленĕ çамрăксен Каюма Насыри ячĕллĕ наукăпа практика конференцине Раççейри 17 регионти каччăсемпе хĕрсем хутшăннă. 14 секципе ĕçленĕ форумра 250 ытла вĕренекен тĕрлĕ енĕпе хăйĕн ăс-тăн аталанăвĕпе пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем хушшинче Тутар, Пăшкăрт Республикисенчен, Мордовинчен, Латвирен, Узбекистанран, Казахстанран, Свердловск, Саратов, Оренбург, Пенза тата ытти облаçсенчен, Токиопа Китайран та чи çивĕч ăслă ачасем тупăшнă.
Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти саккăрмĕш класра вĕренекен Сеюмбике Курякова вара тутар литературинчи халăх педагогикин темине хỹтĕлесе пĕрремĕш степеньлĕ диплома тата медале тивĕçнĕ. Савăнăçа чăн малтан пĕрле пайлаканĕ _ тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен наука ертỹçи С. Ишмуратова. Конференцие вĕсем çулталăк тăршшĕпех хатĕрленнĕ. Сехечĕ-сехечĕпе сĕтел хушшинче тĕрлĕрен литературăна шĕкĕлчени вара харама кайман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)