10 марта 2017 г.
Манăн Ева Лисинан пурнăçра пулса иртнине тĕпе хурса çырнă "Садри шăллăм е эпĕ Фатимана йĕртесшĕн мар" калавне вулама тỹр килчĕ. Ăна "Тăван Атăл" журналта та, "Авангард" хаçатра та пичетлерĕç. Унта вăл Садри ятлă Шăнкăртам тутарĕ хăйне чутах хĕнесе вĕлермен чăвашсене ырăпа тавăрни çинчен каласа парать.
Çак калава вуланă май манăн та пурнăçра пулса иртнĕ Шăнкăртам тутарĕсен ыр кăмăллăхĕпе пĕр истори аса килчĕ. Вăл 1966 çулхи хĕлле пулса иртнĕ. Ун чухне мана Вăрнарти зооветеринари техникумĕнче вĕреннĕ хыççăн Патăрьелĕнчи выльăхсен ăрачĕ енĕпе ĕçлекен станцине ĕçлеме янăччĕ. Пĕррехинче ал сехечĕ çĕмĕрĕлчĕ. Çавна май сехет юсакан мастерскойне кайрăм. Маçтăр ăна пăхрĕ те "Манăн кун йышши деталь çук", _ терĕ. Унпа юнашар тепĕр арçын ларатчĕ. "Манăн килте пур, ỹркенместĕн пулсан каçпа Шăнкăртама пыр, Педертдин тесе чĕнеççĕ", _ терĕ. Адресне пачĕ. Каланă çĕре çитрĕм. Вăл амăшĕпе кăна пурăнать иккен. Çапах килĕнче питĕ тирпейлĕ. Чăвашла ăста калаçать. Сăмах çине сăмах хушăнчĕ.
Эпĕ Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнчен килнине пĕлтертĕм. Çавна илтсен Педертдин "Эпĕ сирĕн яла пĕлетĕп, унта Даут карчăкĕ патĕнче манăн атте, тетепе инке хваттерте пурăннă", _ терĕ. Вăл ман кукамай пулать. Чăвашла ăна Тавит тесе чĕнеççĕ. Анне каласа панă тăрăх вăл пĕчĕк чухне кукамай патĕнче Шăнкăртам тутарĕсем вăрман ĕçлесе пурăннине пĕлетĕп. Çавна май Тавит карчăкĕ тутарла та пĕлетчĕ, вĕсен юррисене те юрлатчĕ. Çавăнпах пуль Пĕнерте пурăнакан Сейдулла тутар сăмавар чейĕ ĕçме яланах пирĕн пата чарăнатчĕ. Çатук мучи 50-мĕш çулсенче лашапа ялсем тăрăх çỹресе хатĕрлев кантурĕ валли çĕтĕк-çурăк, çăмарта пуçтаратчĕ. Çавсемшĕн вара ачасене шарсем, шăхличсем, теттесем, хĕрарăмсене тутăр, мулине, арçынсене махорка, лезви тата ытти ăпăр-тапăр сутатчĕ. Эпĕ Даут карчăкĕн мăнукĕ пулнине пĕлсен Педертдин амăшне тутарла темĕн каларĕ, лешĕ вара сĕтел хатĕрлеме пуçларĕ. Мĕн кăна лартса тултармарĕ пуль: конфетпа печенирен пуçласа темиçе тĕрлĕ варени таран, кăмрăкпа вĕренĕ сăмаварпа пăсланса ларакан чей...
Ĕç çакăнпа вĕçленмерĕ. Тепĕр эрнерен ĕçри юлташпа, вăл та тутарччĕ, Шăмăрша кайма тухрăмăр. Юлташ "Манăн Шăнкăртам фермине кĕрсе тухмалла-ха", тет. Унта çитсен ку чарăну маншăн пулни паллă пулчĕ. Ферма заведующийĕ Педертдин тăванĕ пулнă иккен. Кунта вара каллех хăналарĕç. Эпĕ Патăрьелĕнче пурăнать текен хыпар Шăнкăртам тутарĕсем патĕнче хăвăрт сарăлнă иккен.
Çапла вара 30-мĕш çулсенче кукамай патĕнче хваттерте пурăннă Шăнкăртам тутарĕсен тăванĕсемшĕн эпĕ хисеплĕ çын пулса тăтăм. Вăхăтĕнче вăл ырă тунине астуса 36 çултан мана тав турĕç.
Г. ИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)