АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хак парать вулакан, пахалать…

10 марта 2017 г.

Республикăри конкурспа килĕшỹллĕн районти тĕп библиотекăра "Литературăллă Чăваш Ен: 2016 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" курав йĕркеленĕ. Унта пирĕн пата килнĕ 14 кĕнекене вырнаçтарнă. Вĕсенчен саккăрăшĕ чăваш, ыттисем вырăс чĕлхипе пичетленнĕскерсем. Аслăрах çулхисем А. Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак", Н. Терентьевăн "Суйласа илнĕ пьесăсем", У. Эльменĕн "Сарă кĕпе", вăтам тата кĕçĕн çулхисем А. Казановăн "Çĕнĕ туссем", Д. Поздеевăн "Кĕлпук мучи юптарать", Н. Медюкован "Клад для Настеньки" тата ытти кĕнекесене те хапăл туса йышăнни курăнчĕ.

Çак кунсенче вара библиотекăн вулав залĕнче А. Павловскаяпа тата Н. Максимовпа тĕл пулу иртрĕ. Вулакансем писательсем çырнă кĕнекесене шĕкĕлчерĕç. Малтанах тивĕçтерỹ пайĕн ертỹçи Н. Ракова куравпа паллаштарчĕ. Унтан Ангелина Павловская тата Николай Максимов çыравçăсен пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Вулакансем Ангелина Павловскаяна "Ыраш шăркана иккĕ лармасть", "Саланнă кĕлте", "Сапаскар хĕрĕ", "Вĕрене шывĕ те пылак"... кĕнекисемпе çывăх. "Вĕрене шывĕ те пылак" романра Аннăпа Семен тĕп геройсем тăван евĕрех туйăнаççĕ. Унта вăрçă хыççăнхи ял пурнăçне паянхи кунчченех çутатнă. Сюжетсене кулленхи пурнăçран илнĕ. Çавăнпа вулакана та çывăх вăл. Çакна хăйсен сăмахĕсенче Л. Романова, А. Филимонова, Надеждăпа Таисия Яковлевăсем те палăртрĕç.

Николай Максимовăн "Шур акăш çулĕ" романĕ вара пачах урăхла. Вăл 15-16-мĕш ĕмĕрсенчи тапхăра çутатать.

Çак кунах тата библиотекăра Татмăшри Р. Ивановăн тĕрĕсен выставки ĕçе пуçăнчĕ. Вулавăшсенчен килнĕ библиотекарьсем, Патăрьелĕнче пурăнакан пенсионерсем, шкул ачисем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем Раиса Васильевнăн алă ĕçĕсемпе киленсе паллашрĕç. Мĕн тери паха та кăмăла каякан тĕрĕсем. Вĕтĕ канвапа хĕреслетсе пир татăкĕ çине эрешленĕ çеçкесемпе юмахри сăнарсем, çут çанталăк илемĕпе тĕрлĕрен портрет пурнăçринчен пĕрре те кая мар. Ылтăн алăллă ăста чун канăçне, хавхаланăвне тĕрĕсенче тупнине ырламалла çеç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика