АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренме ăçта каймалла?

10 марта 2017 г.

Аслă класра, уйрăмах юлашки çул парта хушшинче ларакан вĕренекенсем умĕнче паян патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă хыççăн ăçта пĕлỹ илме каяс ыйту тăрать. Пĕрисем Шупашкарта, теприсем Хусанта професси илесшĕн.

Чăваш Ен хĕрĕсемпе каччисене Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ те хапăлласах йышăнать иккен. Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районти шкул ачисемпе ирттернĕ тĕл пулура çĕршывăн тĕп хулинчи аслă шкулти ректорăн канашçипе И. Котлобовский, В. Марченко проректор каларĕç. Вĕсем университетпа тĕплĕнрех паллашас шухăшлă вĕрентỹ учрежденийĕсемпе телекĕпер йĕркелеме май пуррине пĕлтерчĕç. Çавăн пекех çулталăкне икĕ хутчен "Уçă алăксен" кунĕ иртет. Шăпах çакăн чухне пулас абитуриентсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене ректора пама, тĕплĕ хурав илтме пултараççĕ. Унсăр пуçне университет олимпиадăсем ирттерет. Çĕнтерỹçĕсене вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсем параççĕ. Инçетрен килнĕ студентсене пурăнма общежитипе тивĕçтереççĕ.

Мероприятие ЧР Культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ В. Оринов, Чăваш Республикин халăх Ассамблейин председателĕ Л. Кураков та хутшăнчĕç. Сăмах май, Ломоносов ячĕллĕ университетран килнĕ хăнасене района Лев Пантелеймонович пуçарăвĕпе илсе килнĕ. Тĕл пулура район администраци пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан М. Айзатуллов Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева пĕлỹ çурчĕ тата унăн çитĕнĕвĕсем, малашлăх тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ.

О. ПАВЛОВА.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика