10 марта 2017 г.
Пĕр ача сачĕ умĕнче çакăн пек пĕлтерỹ çакăнса тăнă, тет: "Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсем канмалли кунсем хыççăн чей куркисемпе пĕр-пĕринпе чанклаттарса ĕçеççĕ. Тархасшăн, ачăрсем умĕнче хăвăра йĕркеллĕрех тытсамăрччĕ". Анекдота çывăх хыпара "Одноклассники" сайтĕнче вуланăччĕ. Кашни кулăшра чăнлăх пур тенĕ евĕр, ачасен хăтланăвĕ аслисене шухăшлаттармаллах.
Паян ĕçкĕ-çикĕ ирттермелли, пĕрле пухăнса савăнмалли сăлтавĕсем тупăнсах тăраççĕ: çуралнă кун, юбилей, туй... Тăвансемпе, тус-тантăшпа пĕр кĕреке хушшинче ларнинче ним начарри те çук, анчах çакăн пек мероприятисене хамăрпа пĕрле ачасене те илсе çỹреме пуçларăмăр. Вĕсене аслисемпе пĕр тан сĕтел хушшине лартакансем те пур. Кунта ним начарри те çук пек туйăнать, тĕплĕнрех шухăшласан пур иккен. Ĕçкĕре тутлă апат-çимĕç çинисĕр, юрласа ташланисĕр пуçне эрех-сăрине те тутанатпăр. Йăлтах "свидетельсем" куçĕ умĕнче тăватпăр. Кайран вĕсен те аслисем пек хăтланса пăхас килни каламасăрах паллă. Çавăнпа та ача садне çỹрекенсем чей куркипе чанкки тунинчен, хăналла вылянă чухне пĕр-пĕрне хистесех "хаяр шĕвеке" сĕннинчен, "ĕçнĕ" хыççăн пит-куçне пĕркеленинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Хамăр ачасене хамăрах сиенлĕ йăлана вĕрентетпĕр пулса тухать вĕт-ха капла? Кун пирки паян, пепкемĕрсем пĕчĕк чухне, шута илмесен кайран "чавса çывăх та çыртма çук" темелле ан пултăр. Ачасем чылай чухне аслисем, ашшĕ-амăшĕ калакан сăмахсемпе калаçаççĕ, хăтланусене тума пăхаççĕ. Çавăнпа та вĕсен умĕнче питĕ асăрхануллă пулмалла, унсăрăн пĕр-пĕр пăтăрмаха лекесси те ним те мар.
Манăн нумай ачаллă пĕр çемьепе час-часах хутшăнма тивет. Вĕсен ашшĕне е амăшне çуралнă кунпа саламлама кайсан нихăçан та (!) сĕтел патне ачисем пынине курман. Чăнах та, аслăраххисем усă курнă турилккесене, стакансене килсе пуçтарса каяççĕ, тасисемпе улăштарса хураççĕ, анчах кĕçĕннисем çук та тейĕн. Çав вăхăтрах сахал пепкеллисем патĕнчех пачах хирĕçле ỹкерчĕк: пĕри е тепри пыраççĕ те тутлисене ыйтаççĕ, е ашшĕпе амăшĕ вĕсене аслисемпе пĕрле сĕтел хушшинчех лартаççĕ.
Ĕлĕкренех ĕçкĕ-çике ачасене хутăштарман. Хăнасем килсен вĕсем кăмака çинче, чаршав леш енче е урăх пỹлĕмре ларнă, пăтранса çỹремен. Ашшĕпе амăшĕн хăйсен каймалла чухне килне ватă çынна е аслăрах çулти ачана улаха хăварать. Паян пирĕн хамăрăн асатте- асаннесен пурнăçĕнчи йăла-йĕркепе усă курсан тем пекех аван.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)