АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака алăкран шаккать

10 марта 2017 г.

Çĕр ĕçченĕшĕн çурхи кун çулталăк тăрантармалли тапхăр алăк урати умĕнче. Паян районти хуçалăхсенче май пур таран ака-суха ĕçне хатĕрленеççĕ. Анчах кашнийĕ ку тĕлĕшпе тỹшекне кура урине тăснăран кăтартусем те тĕрлĕрен. Хальхи вăхăтра районпе çĕр-аннемĕр ытамне памалли тырă вăрлăхне ытлашшипех хатĕрленĕ: планпа 3616 тонна кирлĕ пулсан, 3999 тонна (111 процент) янтăланă. Вăл шутра кондициллĕ вăрлăхсем 81 процент. Паян-ыранах уй-хире улăп тракторсем тухмаççĕ пулин те, ытти кăтартусемпе мăнаçлансах калаçма иртерех темелле. Акă, районĕпе 1456 тонна удобрени кỹрсе килме планланă пулсан, вăл запасра 100 тонна çеç-ха. Дизель топливи 32, бензин 56 процент пур. Хĕл каçа вăрăм ыйхăран вăратнă тракторсен 78 процентне, сеялкăсемпе культиваторсен 87 тата 81 процентне "чун" кĕртнĕ, вĕсем хăйсен хуçисене тупнă темелле. Плугсем çĕр проценчĕпех хатĕр.

Районта çур акине вăхăтра, чи кĕске срокра тата пахалăхлă ирттерсе ярас тĕллевпе районта яланхиллех штаб туса хунă, ĕç планне çирĕплетнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика