14 марта 2017 г.
Çапла, районти ГИБДД сотрудникĕсем чылай чухнехилле çирĕп саккуна пăхăнса штраф тỹлемелли протоколсем çеç çырмаççĕ иккен. Тепĕр чухне водительсене чечек çыххипе ăшă кулă та парнелеççĕ. Анчах çакă кашни кун е пурин валли те мар. Çуркуннехи пĕрремĕш уявра пакунлисем хисеплĕ хĕрарăмсене, "штурвал" умне ларнă чиперккесене, чечек çыххи парнелесси ырă йăлана та кĕчĕ темелле. Шел пулин те уяв кунĕ çулталăкра пĕрре çеç. Ытти кунсенче вара инспекторсем яланхиллех саккунпа юнашар.
Акă, мартăн 17-19-мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель", мартăн 23 _ апрелĕн 2-мĕшĕсенче "Асăрханăр: каникул!", мартăн 24-мĕшĕнче районта "Автобус" операцисем иртеççĕ. Яваплă кунсенче гаишниксен серепине арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те çакланма пултараççĕ. Ун пек чухне вара шурăпа хура йăрăмлă жезл тытнă сотрудник никама та йăл кулмĕ, каçару та пулмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)