АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăх пуçлăхĕсем Трак тăрăхĕнче пулнă

14 марта 2017 г.

 Красноармейски районĕнче Патăрьел, Комсомольски, Шупашкар, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсенчи ял тăрăх пуçлăхĕсем канашлу ирттернĕ, унта 100 ытла муниципаллă служащи пуçтарăннă. Мероприятие республикăри муниципаллă районсен Канашĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Семинар Красноармейски район администрацийĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса инвестици сферине явăçтарассипе пухнă ĕç опычĕпе паллашнинчен пуçланнă: хăнасем "Тус" пĕрлешĕвĕн филиалĕн "Кетра" заводне, "Таябинка", "Чесла", "Чесла Аст" пĕрлешỹ- сене çитсе курнă, И. Дмитриев предприниматель патĕнче пулнă.

Семинарта республикăри муниципаллă районсен Канашĕпе "Республика" хаçат пĕрле ĕçлеме Килĕшỹ çырнă. Унтан Красноармейски район администраци пуçлăхĕ С. Молотков район ĕç-хĕлĕ, пурнăçĕ, экономика аталанăвĕ, малашлăх плансем пирки кĕскен каласа панă. Çавăн пекех тĕрлĕ министерствăран тата ведомствăран килнисем те сăмах илнĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕсем муниципаллă пурлăхсемпе тата çĕр пайĕсемпе тулли те тĕллевлĕ усă курасси тата ытти çинчен те сỹтсе явнă.

Канашлу хыççăн районсен командисем волейболла вылянă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика