14 марта 2017 г.
Пурнăçра кашни палланă çынпа тăруках чун-чĕререн уçăлса калаçаймастăн. "Авангард" хаçат редакцийĕн тĕпелне ăнсăртран мар çакланнă Олег Лаврентьев предприниматель вара пирĕнпе пĕрремĕш тĕл пулурах пĕр чĕлхе тупрĕ. Сăмах çăмхи усламçă хăйне ас тунинчен пуçласах сỹтĕлчĕ те сỹтĕлчĕ... Калаçу пĕр-пĕрне ĕмĕр пĕлнĕ çынсем евĕр хăйне-хăй сыпăнса пычĕ. Вулакана систерем: çакăн валли сăлтавĕ те пысăк. Район хаçачĕн пуçарăвĕпе кăçал вунтăваттăмĕш хут йĕркеленĕ конкурс итогĕпе чи нумай сасă пухса Олег Александрович Лаврентьев "Çулталăк çынни _2016" хисеплĕ ята çĕнсе илчĕ. Хаçат историйĕн страницине çырăнса юлнă черетлĕ хастарпа хаçат тусĕсене çывăхрах паллаштарар-ха.
_ Олег Александрович, вулакансем, районта пурăнакан тĕрлĕ çулхи çынсем сире шанса панă çак хисеплĕ ят, титул нимĕнле çăмăллăх та кỹмест, тупăш та памасть темелле... Çапах та çемье архивне пуянлатнă диплома, кубок-парнене эсир мĕнле йышăнтăр?
_ Çĕнтерĕве (çаплах каламалла пулĕ ĕнтĕ) чăн малтан эпĕ хам пурнăçра аталанса, пиçсе çитсе пыни тесе хаклатăп. Çаках _ атте-анне çамрăклах телее ĕçре тупма вĕрентнин, кукамай чулпа перекене çăкăр-тăварпа тавăрма хăнăхтарнин результачĕ те. Атте хăйĕн шăпине çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăран, эпĕ те мĕн ачаранах унпа юнашар комбайн "штурвалĕ" умне ларнă. Çакă манăн ăраскалшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çул маякĕ вырăннех пулчĕ. Çемье çавăриччен вунпĕр сезон Сăкăт ялĕнчи хуçалăхра аслă наставниксемпе пĕрлех кунне-çĕрне уямасăр вырмана хутшăнтăм. Каярахпа та ĕçе юратниех пурăнма вĕрентрĕ çеç мар, аслă çул çине те кăларчĕ. Мухтав Турра, паянхи кун ура çинче çирĕп тăратăп. Ĕçлекене, халăхшăн тăрăшакан хастара, сăмахне çилпе вĕçтермен çынна хальхи вăхăтра халăх çăмăллăнах ыттисенчен уйăрса илет тесе шутлатăп. Тавах пурне те, манăн ĕçĕме, пултарулăхăма шаннăшăн. Паянхи кун çемье архивне илем кỹрекен сирĕн парне вара ачасемшĕн, мăнуксемшĕн пысăк мăнаçлăх, мана çуратса ỹстернĕ атте-аннешĕн воспитани "çимĕçĕ" вырăнне пултăр.
_ Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче харпăр-хăй ĕçĕпе тимлекен усламçăсем сахал мар. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир вĕсем хушшинче самай маларах тымар янисенчен пĕри шутланатăр. Олег Александрович, "СТРОЙДОМ" суту-илỹ çурчĕн аслă хуçи пулнă май, хальхи вăхăтра бизнесри конкуренцие мĕнле хаклатăр?
_ Конкуренцисĕр бизнес çунатсăр кайăк пекех. Шăпах вăл пулни строительство материалĕсен хакĕсене туянакана тивĕçлĕ тирпейлесе пыма пулăшать те. Пурнăçра кирек кам та хăйĕнчен вăйлăрах, матуртарах çынран тĕслĕх илме тăрăшать. Эпĕ те çавах. Хамран пултаруллă бизнесменсен ăнăçăвĕшĕн таса кăмăлтан савăнатăп.
Кĕскен хам çак çул çине тăнă пирки каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Ял хуçалăх академинче аслă пĕлỹ илсе алла диплом илнĕ хыççăн 1997 çулхи кĕркунне 39-мĕш регистраци номерĕпе эпĕ предприниматель пулнине ĕнентерекен пĕрремĕш документа уçрăм. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн пурнăçра самай аталантăмăр, халăхшăн ĕçлеме, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме хăнăхса çитрĕмĕр темелле. Халĕ эпир çынсене груз турттарас тĕлĕшпе те тĕрлĕрен çăмăллăхпа тивĕçтеретпĕр. Çывăх вăхăтра строительство материалĕсен магазин точкине те ỹстересшĕн. Ĕмĕчĕсем татах та пысăк. Хăшĕ-пĕри хальлĕхе вăрттăнлăхра çеç юлтăр-ха...
_ Бизнес патак икĕ вĕçлĕ пекех: ăнсан _ ăнать, ăнмасан _ панкрут... Хăвăрăн пурнăçри ăнăçăва мĕнпе çыхăнтаратăр?
_ Сирĕн ыйтăва тỹрех тỹрлетес килет: "мĕнпе" мар, "кампа"? Ку вăл юратнă мăшăрăм _ Елена Николаевна. Вăл манăн ытарайми икĕ ывăлăн амăшĕ, мăшăрăм çеç мар, çывăх юлташ та, ырă сĕнỹ-канаш паракан та, çемье вучахне илем кỹрекен те... Унпа чухне мана питĕ çăмăл. Чылай ĕçлĕ çулçỹревре вăл манпа юнашар. Пĕлтĕр, акă, эпир Израильте çĕр ĕçĕпе, строительство материалĕсемпе çыхăннă курава та пĕрлех кайрăмăр. Çак тĕллевпе Раççейрен, Мускавран ултă çын инçе çула тухрăмăр. Хамăр ĕçшĕн, малашлăхшăн питĕ кăсăклă, усăллă çулçỹрев пулчĕ вăл.
_ Эсир хăйне евĕр меценат та. Ыркăмăллăхпа чиркỹсене пулăшнине те, уйрăм çынсене алă тăсса панине те, ял, урам илемĕшĕн тăрăшнине те илтнĕ. Çакнашкал ĕçе эсир мĕнле хаклатăр?
_ Ырă ырăпах таврăнать. Кулленхи пурнăçра сăвапшăн ĕçлени те кирлĕ. Патăрьелĕн Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹн пĕр куполне хăпартма, Сăкăт ял чиркĕвĕнчи хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама пулăшни, Патăрьелĕнчи хамăр иртсе çỹре- кен Красноармейская урама çул сарни, районта иртекен чылай мероприятисенче спонсор пулни тата ытти _ хавхалану çеç кỹрет. Халĕ тата иртнĕ суйлавра мана ял тăрăх депутатне шанни те халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн пикенсе ĕçлеме хистет.
_ Хĕллехи каçсенче сире мăшăрпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта час-часах курма пулнине калаççĕ.
_ Спорт, пĕрлехи кану пирĕн çемьешĕн вăй та, пĕрлĕх те, çитĕнỹ те. Ачасем те мĕн пĕчĕкрен унпа çывăх. Çавна май вĕсем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул чысне пĕрре мар хỹтĕленĕ. Спортпа сывă пурнăç йĕрки çеç обществăна малалла аталантарма пулăшаççĕ.
_ Тавах сире, Олег Александрович, уçă калаçушăн. Çапах та юлашкинчен сирĕн пурнăçри кредо, ĕненỹ пирки илтес килет.
_ "Ята ярасси çăмăл мар, тытса пырасси йывăр" _ çакă пирĕн çемье членĕсен тĕллевĕ.
Калаçăва Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)