АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн пилĕ ачисене çиттĕр

14 марта 2017 г.

Шăматкун. Вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кун. Вальăн пăянамăшĕ эрнекун каçпах чиркĕве кайнăччĕ. Ирхи кĕлле те кĕрес тесе унтах çĕр каçрĕ. Ватлăхра каллĕ-маллĕ çỹреме меллех мар. Унашкаллисем татах та пулчĕç. Çавăн чухне пĕр-пĕринпе паллашан та. Сывлăх, пурнăç пирки, хăш ялсем иккенне ыйтса пĕлен. Хветуç аппа хăй пирки кăштах каласассăнах çум "юлташĕ" вăрăммăн кăна сасă кăларса сывласа ячĕ...

_ Валя хунямăшĕ эппин. Чиперех курăнатăр. Кинĕрпе те пĕр сăмахра пулас. Шел, амăшĕн ăшшине курса ỹсеймерĕ вăл. Мĕн тери правур та çаврăнăçуллă çынччĕ Кĕтерук. Хĕрĕ ырă çынсен тĕлне çакланнине пĕлет-и хуть? Çыхăнăвăрсем пур-и? _ тесе ыйту пачĕ.

Çак каç çĕрĕпех йĕркеллĕ çывăраймарĕ Хветуç аппа. Ара, ывăлĕпе кинĕ пĕрлешнĕренпе вунă çул çитет-çке. Чăнах та тĕп тăхлачăпа пĕр сĕтел хушшине ларса калаçман вĕсем. Айăпне хăйĕнче те туйрĕ ватă.

Кĕлĕ хыççăн килне кайма тухрĕ. Ывăлĕ чиркỹ умне кĕтмех килнĕ иккен. Çăмăл машинăпа часах вĕçтерсе те çитрĕç. Кинĕ çемье пуçтарăннă çĕре çĕпрепе йỹçĕтсе хăпартнă кăпăш капăртмасем пĕçерсе кăларнă. Икерчĕпе сĕрсе çиме савăта пыл янă. Хунямăш кăмăллакан купăста яшкине пĕçернĕ. Пурте пăсланса тăраççĕ.

_ Кинĕм,_ терĕ Хветуç аппа пырне темĕн капланнă евĕр сăмаха тăсарах. _ Паян чиркỹре сирĕн ял хĕрарăмĕсене тĕл пултăм. Вĕсем пĕрре те санăн аннỹ çинчен пăсăклă каламаççĕ. Чĕнер ăна хамăр пата хăнана. Мăнукĕсене тытса юраттăр. Анне пилне илмеллех санăн. Ан тив, вăл сана пăхса ỹстереймен пултăр. Айăпĕ унра мар теççĕ. Халĕ çакăншăн ỹкĕнет те пуль. Каçар ăна эсĕ уншăн.

Çак таранччен хунямăшĕ хăйĕн тăван амăшĕ пирки сивĕ сăмах каласран сехĕрленсе пурăнатчĕ-ха Валя. Чунра тем йывăрăш чул çакăнса тăни татăлса ỹкрĕ тейĕн. Куçран куççулĕ шапăртатса анчĕ. .

..Ытла та пĕчĕккĕллех уйăрчĕç-çке вĕсене тăван ашшĕпе амăшĕ хăйсенчен. Ачи-пăчи сăлтавĕ мĕнрине ăнланма та пултараймарĕ. Шкула кайма çул çитмен Валя пиччĕшĕпе асламăшĕ патĕнче юлчĕ. Икĕ аппăшĕ амăшĕпе хулана çул тытрĕ...

_ Паян ман куçăмран икĕ ача пăхать. Вĕсемсĕр пурăнаймастăп эпĕ. Вĕсен кашни çитĕнĕвĕ, хус- канăвĕ куç умĕнче. Сывлăхлă, тĕреклĕ, патвар ачасем. Шкулта мăшăрпа иксĕмĕр пекех пиллĕк паллăсемпе çеç вĕренеççĕ. Ик куç тулли савăнăç. Эпир те, пĕртăвансем, çавнашкалах çитĕннĕ пулăттăмăрччĕ пуль. Анчах пире иксĕмĕре мĕншĕн анне пăрахса хăварнă-ши?_ çак шухăш канăç памастчĕ мана.

_ Хуняма çакна мĕнле йышăнĕ-ши тесе те пăшăрханаттăм.

Пĕрремĕш класа чечек çыххипе ăсатман амăшĕ Вальăна. Класс пухăвĕсене те пырса çỹремен. Çỹçне те ирсерен çивĕтлесе тирпейлемен. "Урокусене тунă-и, хĕрĕм?", _ тесе ыйтайман...

Юрать, асламăшĕ юнашар пулнă. Ирсерен вĕри апат пĕçерсе çитермесĕр мăнукĕсене шкула кăларса яман вăл. Тăвайккинчен çунашкапа ярăнса аннă хыççăн хытса пăрланнă кăçаттисене те кăмака çумне хурса типĕтнĕ. Хĕлрен-хĕле çĕнĕрен алса-нуски çыхса тăхăнтартнă. Кил урлă пурăнакан çĕвĕçрен шкул форми çĕлеттернĕ тата ытти те. Чирлесе вĕри çунтарса выртнă чухне те асламăшĕн сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ чейĕ çеç пулăшнă. Тем пекех амăшĕн çумне сĕртĕнсе ỹсес килнĕ Вальăн. Пиллĕк паллă илмессерен ăна пĕлтерес килнĕ. Анчах ăна çиле май кăшкăрса вăрман тăрăх ян янраттарсан та амăшĕ патне çитереймен.

Тепĕр чухне Раççей каналĕпе А. Малахов ертсе пыракан "Пусть говорят" передачăна пăхатăн та сюжечĕсене, темисене ăçтан тупаççĕ-ши, тетĕн. Унашкаллисем хамăрпа юнашарах иккен.

_ Йỹçĕ, йỹçĕ,_ кăшкăрнă туй халăхĕ. "Малашнехи пурнăçăм та йỹçĕ пулĕ-ши вара?", _ шухăш вĕçсе иртнĕ пуçра. Çылăхсăр чунсем амăшĕсĕр, ашшĕ ăшшисĕр (вăл урăх килте пурăннă) ỹссе çитĕнни çитмест-ши? Çемье тулли пулсан пурри-çуккине çурмалла тума пулать. Кун пек чухне çуккине пур тума кам патне каймалла? Тетĕшĕ авланнă чухне кỹршĕсенчен пушмакпа кĕпе илнĕччĕ. Çийĕнчех каялла тавăрса пачĕç.

Турă илтрĕ, хĕрхенчĕ ачасене. Пурне те тĕрĕс çул çине кăларчĕ. Паян кашнийĕ мăшăрпа пурăнать. Виççĕшĕн икшер, пĕрин пĕр ача çитĕнет. Амăшĕпе те çыхăну пур пурин те. Каçарчĕç ачисем хăйсене чун панăскере. Асламăшне те (вилнĕскере) ырăпа кăна аса илеççĕ. Ашшĕ патне чун туртăмĕ çукрах вара. Пирус туртмасть, ĕçкĕпе иртĕнмест пулсан та.

Ăрăва малалла тăсакансем пурте çуртлă-йĕрлĕ, хăтлă хваттерлĕ. Вĕсене воспитани парас ĕçе куккăшĕсемпе инкĕшĕсем те сахал мар тỹпе хывнă. Алли-ури кирек хăшĕн те ăста. Амăшĕн пилне (каярах юлса пулин те) пурте илчĕç. Халĕ вĕсем юбилее кайма хатĕрленеççĕ. Кĕреке хушшине ларса амăшне 70 çул тултарнă ятпа саламламашкăн.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика