14 марта 2017 г.
Обществăлла секторти, фермер тата ял хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕç турĕ. Рес- публикăри Патшалăх ветеринари служби пирĕн умма лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртрĕмĕр.
Пĕлтĕр ерекен чирсене хирĕç-ле профилактика мероприяти- йĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланăран сарăлма памарăмăр. Çакăнта ял хуçалăх предприятийĕсен тата ял тăрăх пуçлăхĕсемпе пĕрле килĕштерсе, ăнланса ĕçленин витĕмĕ те пысăк.
2016 çулта çурла (август) уйăхĕнче Пăрачкав, Улатăр райо- нĕсенче уйрăм хуçалăхсенче сыснасем, каярах вăрманта хир сыснисем африка чумипе чирлесе вилнине тупса палăртрĕç. Район территорине çак усал амак ан килтĕр тесе çирĕп мерăсем йышăнма тиврĕ. Чи малтанах ĕç ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр, сыхланса тивĕçлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр. Улатăр енчен килекен кашни техникăн кустăрмисене дезинфекцилеме Аслă Чемен ялĕ çывăхĕнче ятарлă барьер вырнаçтартăмăр. Ветеринари службинче тата йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем талăкĕпех дежурствăра тăчĕç. Районтан каякан тата Улатăртан килекен пур машинăна та тĕрĕсленĕ: аш-какай, выльăх-чĕрлĕх, выльăх апачĕ пуррипе çуккине пăхнă.
Африка чуми тупса палăртнă районсене техника тата специалистсем ярса пулăшма тиврĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн усал амак ернĕ районсенче карантина кăрлач (январь) уйăхĕнче пăрахăçланă, анчах та чару вăхăчĕ (ограничение) 6 уйăха тăсăлать. Пирĕн районта та утă уйăхĕн (июлĕн) 25-мĕшĕччен сыснасене тата вĕсен ашне сутма, туянма юрамасть, мĕншĕн тесен Патăрьел тăрăхĕ хăрушлăха лекнĕ иккĕмĕш зонăра тăрать.
Инкек-синкек курас мар тесен чи малтанах сысна усракансен ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла. Классически чумаран, рожăран (шыçă чирĕнчен) прививка тутармалла, сутас е туянас тенĕ чухне ветеринари докуменчĕ кирлĕ, ял тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх учетра тăмалла тата ытти те.
Эпир диагностикăпа чир-чĕр-тен сыхланмалли ĕçсене тĕпе хурса вăй хуратпăр тата профилактика мероприятийĕсене пур хуçалăхра та планпа палăртнă чухлĕ ирттерме тăрăшатпăр. Ку енĕпе уйрăмах Первомайски ветеринари лечебници (заведующийĕ Н. Трофимова), Турханти, Ишлĕри, Сăкăтри ветеринари участокĕсем (С. Пятаков, Е. Зверева, Т. Чумакова) ăнăçлă ĕçленине палăртмалла.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)