14 марта 2017 г.
Çĕр пичĕ куллен юртан тасалса та тасалса пырать, пĕрлех унта та кунта выртакан çỹп-çап куçа тирĕнет. Район администраци ĕçченĕсем йĕри-тавра йăваланакан ăпăр-тапăра пухас тĕлевпе иртнĕ эрнекун субботника тухрĕç. Пĕрлех газонсемпе тротуарсене те тирпейлерĕç.
Экологи субботникне Алманчă, Шăхач, Аслă Чемен, Çĕньял, Тăрăн тата ытти ял тăрăхĕсенче те йĕркеленĕ. Шыв-шур ытларах пухăнакан вырăнсенче шыв çулĕ- сене уçнă, çул айккисемпе выртакан пĕр хут усă курмалли савăт-сапана, çатăрка хутсене пухнă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)