АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ăслисем палăрчĕç

17 марта 2017 г.

 Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1 - мĕш вăтам шкулта вĕренекенсен районти "Excelsiour" фестиваль конференцийĕ иртрĕ. Ют чĕлхепе иртнĕ "Чĕлхе пĕлĕвĕ" тата "Çĕршыв пĕлĕвĕ" секцисене хутшăнакансем ытти чухнехипе танлаштарсан сахалрах пулчĕç кăçал. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен З.Кдрасова (вĕрентекенĕ З. Чабатова) илемлĕ калаçнипе тата хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе пурне те тыткăнларĕ. Вăл "Чĕлхе пĕлĕвĕ" секцинче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Шăнкăртамри Феизов ячĕпе хисепленекен шкулти А. Курякова (вĕрентекенĕ Ч. Ишмуратова) 2-мĕш пулчĕ. Шăнкăртамри 1- мĕш вăтам шкулти З. Таймасова (вĕрентекенĕ Л. Якушева) тата Тутар-Сăкăт шкулĕнчи А. Быкова (вĕрентекенĕ А. Сулейманова) 3-мĕш вырăна пайларĕç.

"Çĕршыв пĕлĕвĕ" секцине хутшăнакансен хушшинче кĕрешỹ çивĕчрех пулчĕ. Аслă Чементи вăтам шкулти И. Дубинина тата К. Фролова 1- мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Вĕсем хăйсен ĕçне экологи çулне халалласа Патăрьел тата Чăваш Республикинчи тавралăха тĕпченĕ. 2-мĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти З. Тазетдинова (вĕрентекенĕ З. Чабатова), Г. Югаметова (вĕрентекенĕ Ф. Югаметова) тата Нăрваш Шăхалĕнчи М. Осиповăпа Т. Терентьева (вĕрентекенĕ Т. Митрофанова) йышăнчĕç. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти А. Петровăн (вĕрентекенĕ С. Абейдуллова) тата Çĕньял шкулĕнчи Ю. Васильевăн (вĕрентекенĕ И. Макарова) тĕпчев ĕçĕсене жюри членĕсем 3-мĕш вырăн парса хакларĕç.

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи З. Чабатова конференцире мала тухнисене грамотăсемпе чысларĕ. Нумайăшĕ лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. Çитменлĕхсем пуррине те асăнса хăварчĕ.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхипе вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика