АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци телекăларăмĕпе кăмăллă

17 марта 2017 г.

 Е. Иракина, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ:

"Мартăн 8-мĕшĕнче "Триколор ТВ"па Чăваш Наци телевиденийĕ кăтартма пуçлани хĕрарăмсемшĕн çеç мар, ытти çынсемшĕн те питĕ пысăк парне пулчĕ. Халăх çакна тахçанах кĕтнĕ. Мĕнле-ха вăл _ Чăваш Енте пурăнатпăр, çепĕç чăваш чĕлхипе калаçатпăр, анчах та телевиденипе хамăр тăрăхри хыпарсене кураймастпăр? Халĕ вара ĕçрен киле çитсессĕнех телевизора ярса хуратпăр та çĕнĕ хыпарсем пĕлетпĕр, илемлĕ юрăсем итлетпĕр, спектакльсем куратпăр. Ачасем валли ятарлă программăсем кăтартни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кашни килте тăван чĕлхе янăрани хамăрăн чĕлхене упрама, хаклама вĕрентет".

Сăмах май каласан, Чăваш Наци телевиденине 823 кнопка çине пуссан курма, çавăн пекех радио хумĕсем çине куçарсан 36 кнопкăпа Наци радиовне итлеме пулать. Паянхи номертен пуçласа хаçат страницинче Наци телевиденийĕн телепрограммине пичетлеме пуçлатпăр.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика