17 марта 2017 г.
Ялсем кунран-кун çĕнелсе те хитреленсе пыраççĕ: Патăрьел тăрăхĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем хушăнаççĕ, çавăн пекех уйрăм çынсем те пысăк та хăтлă пỹртсем хăпартаççĕ. Çакăнта район 2009-2012 çулсенче Патшалăх корпорацийĕпе _ çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетессипе ĕçлекен Фондпа республика пĕрле йĕркеленĕ программăпа туллин усă курнин витĕмĕ те пысăк.
Районта çынсене кивĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсенчен çĕннисене куçарма пурĕ 24 млн тенкĕ тăкакланă. Фонд _ 18,5 млн тенкĕ ытла, республика _ 4 млн та 366 пин тенкĕ ытла, вырăнти бюджет 834 пин тенке яхăн уйăрнă. Çак тапхăрта 21 çемье, 48 çын, нумай хваттерлĕ çуртсенчи хăтлă хваттерсенче (890 тăваткал метр) кĕтеслĕ пулнă. Паян вĕсем тивĕçлĕ условисенче пурăннишĕн чăннипех те савăнаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)