17 марта 2017 г.
Черетлĕ инфомаци кунĕ урамра çуркунне вăй илсе пынă тапхăрпа тỹр килнĕрен, кун йĕркине кĕртнĕ темăсем те ытларах васкавлă та тирпейлĕ татса памалли ыйтусемпе çыхăннă: çурхи ака-суха ĕçне хатĕрленесси, шыв сарăлнă тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярасси, çĕр пичĕ типшĕрсе пынă май тавралăха тирпей-илем кĕртесси, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнасси, унсăр пуçне 2017 çулта çул-йĕре йĕркене кĕртессипе тухăçлă та конкретлă ĕçлесси, "Интернет" тетелĕ тата кĕсье телефонĕсен çăмăллăхĕсемпе усă курнă чухне мошенниксенчен асăрханасси, "Ачасен ячĕпе, ачасемшĕн" марафона хастар хутшăнасси. Информаци кунĕнче коллективсемпе, уйрăм çынсемпе хускатнă калаçу темисем анлă та, пуян та пулчĕç.
Чăн малтанах информаци кунне хутшăннă республика представителĕсем _ Чăваш Республикинчи патшалăх регистрацийĕ, кадастр тата картографи федераллă службин управлени ертỹçин çумĕ Татьяна Васильева, Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Виктор Ковалев _ район администраци пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Марат Айзатулловпа, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕпе Леонид Кузнецовпа тĕл пулчĕç, кĕскен район экономикипе тата пурнăç аталанăвĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Кĕске тĕл пулу хыççăн информаци ушкăнĕ-сем Патăрьел, Пикшик, Турхан ял тăрăхĕсене çитсе тĕрлĕрен ĕç коллективĕнче тĕл пулса вырăнти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.
Патăрьелĕнче граждансене тĕрлĕрен хут ĕçне тума пулăшакан нумай функциллĕ центр çĕнĕ çуртра хăйĕн ĕçне малалла тăсма пикенни икĕ уйăх ытла çеç-ха. Паян МФЦра кулленех çынсене пилĕк "чỹречерен" специалистсем йышăнаççĕ. Унăн директорĕ Юлия Селиванова информаци кунĕн пĕр ушкăнне хăйсен ĕçĕпе, çитĕнĕвĕпе, малашлăх планĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, халăхсем çакнашкал çăмăллăхпа кăмăллă пулнине палăртрĕ.
Черетлĕ чарăну "Батыревское" акционерсен хупă обществин хуçалăхĕнче те пулчĕ. Ĕлĕкхи "совхоз" текен хуçалăха çулталăкăн кирек хăш кунĕнче килсе кĕрсен те пĕр йĕрке: çирĕп дисциплина, тирпейлĕх, ăста кадрсем, пур енĕпе те пысăк кăтарту. Хуçалăхра паян ака-суха ирттерес тĕлĕшпе проблема çук. Хастар та пултаруллă çамрăк агроном Е. Сейфуллин çирĕп-летнĕ тăрăх, нумай пулмасть çеç вĕсем 90 тонна ытла çурхи тулă тата урпан элита сорчĕсене кỹрсе килнĕ. Типĕ çанталăкра та пысăк тухăç пама пултараççĕ-мĕн вĕсем. Управсенче шултăра шăрçа евĕр хитрен çеç курăнса выртакан "иккĕмĕш çăкăр" вăрлăхĕсем те лайăх хĕл каçнă. Çакна та палăртмалла: Патăрьелсем çулсеренех пысăк тухăçлă культура çитĕнтерсе илеççĕ пулин те, яланах тĕрлĕ-рен удобренипе тухăçлă усă кураççĕ. Халĕ те ăна 120 тонна янтăланă.
Информаци кунĕн тепĕр ушкăнĕ чăн малтанах Пикшикри Валиуллов Минулла Зарифуллович вăрçă ветеранне 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă, хисеплĕ аксакала Раççей Президенчĕн ятарлă çырăвне тата асăнмалăх парне парса чыс тунă. Ун хыççăн Турханти ватă çынсем хăтлăх тупнă çуртра, психоневрологи интернатĕнче пулса вĕсен пурнăçĕпе, кунти условисемпе паллашнă.
Юлашкинчен информаци кунне хутшăннă республика представителĕсем граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Татьяна Васильева, ЧР патшалăх регистрацийĕ, кадастр тата картографи федераллă службин управлени ертỹçин çумĕ:
_ Сирĕн нумай функциллĕ центр республикăра лайăххисен шутĕнче. Ял çыннисем электронлă черетпе специалистсем патне хăйсен ыйтăвĕпе кĕме хăнăхса пынине ырламалла. Чи кирли, паллах, чỹрече умĕнчи сотрудниксем универсаллă, анлă тавракурăмлă пулни пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ял çынни кунта çĕр тĕрлĕ ыйтупа та пыма пултарать.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)