17 марта 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн федерацин наци гвардийĕн çарĕсен Атăлçи федераци округĕн командующийĕпе, генерал-полковникпа Александр Порядинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Раççей Федерацийĕн федерацин наци гвардийĕн çарĕсен Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Алексей Ежеев хутшăннă. Калаçу самантĕнче ертӳçĕсем йĕркелĕхе, общество хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.
х х х
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çултан пуçласа наркомани чире сарăлнин кăтартăвĕ 6,9 процент чакнă. Тин çеç алхасма пуçланă, вĕсене тупса палăртасси те 34 процента çитнĕ. «Пуçламĕш тапхăрта тупса палăрнă тĕслĕхсен йышĕ ӳсни сисĕнет. Диспансеризаци ирттерни кăтартăва тупма май панă», _ тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)