17 марта 2017 г.
Мартăн 21-мĕшĕнче "Чувашия" телерадиокомпани тата Наци телерадиокомпани эфирĕнче регион ертỹçипе Михаил Игнатьевпа "Приложение силы" çĕнĕ телепроект старт илĕ. Унта тĕпрен илсен республикăра халăх интересĕсене хỹтĕлесе обществăпа патшалăхăн вăйне пĕрлештерес пирки калаçу пырĕ.
Пĕрремĕш кăларăм Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшỹллĕн ят панă кăçалхи Экологи çулталăкне халалласа эфира тухĕ. Вăрттăн свалкăсемпе епле кĕрешмелле? Çынсен культурине ỹстерес тесен мĕн тумалла? Атăлăн шыв пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе витĕм кỹме пултаратпăр-и? Çак тата ытти ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ОНФ, регионсем хушшинчи "Эко. Зеленое движение России" экологи обществăлла организацийĕпе, "Экология России" регионти проект представителĕсемпе хускатĕ.
Программăн тĕп модераторĕ _ Раççей журналисчĕ, режиссер, Раççей телевиденийĕн регионти хыпарсен тата ятарлă проектсен дирекцин директорĕ Сергей Ломакин.
"Приложение силы" программăн пĕрремĕш кăларăмне мартăн 21-мĕшĕнче 9.00 сехетре "Россия 1" телеканалпа, мартăн 25-мĕшĕнче "Россия 24" телеканалăн регионти эфирĕнче пăхма пултаратăр. Наци телевиденийĕнче _ мартăн 21-мĕшĕнче 21.00 сехетре, мартăн 22-мĕшĕнче 9.30, мартăн 26-мĕшĕнче 10.00 тата 17.00 сехетсенче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)