17 марта 2017 г.
Район администраци çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин мартăн 15-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларă- вĕнче чăн малтанах административлă право йĕркине пăснă ачасен тĕрлĕ статьяпа айăплава кĕнĕ ĕçĕсене сỹтсе яврĕç, çав вăхăтрах çемьере воспитани парса çитереймен ашшĕ-амăшĕн яваплăхне хак пачĕç.
Комисси ларăвне чĕннĕ çул çитмен ачасем чылайăшĕ пĕрешкел йăнăш (ăна çапла йышăнаççĕ пулсан) тунă: эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнипе обществăлла вырăнта пакунлисен аллине çакланнă, чикарккă туртнă, пĕр-пĕр кĕтесре тỹпелешнĕ... Вĕсене чун панă ашшĕ-амăшĕ вара çакнашкал ачасене çемьере воспитани парса çитерейменшĕн, ун вырăнне эрех-сăрапа иртĕхнĕшĕн пичĕсене хĕретрĕç, унпа пĕрлех тата саккунпа килĕшỹллĕн штраф тỹлеме те тивĕ.
Ларурах çул çитмен ачасем право йĕркине ан пăсчĕр, преступленисем ан туччăр тесе тимлекен профилактика субъекчĕсем çак тĕллевпе коллективра мĕнле ĕçсем пурнăçланипе паллаштарчĕç. Хальхинче комисси членĕсем Алманчăри (директорĕ М. Горбунова), Пăлапуç Пашьелĕнчи (директорĕ Л. Павлова), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсенче (директорĕ В. Думилина) йывăр шăпаллă, нумай ачаллă çемьесемпе мĕнле ĕçлени, усал çул çине тăнă ачасемпе мĕнлерех профилактика мероприятийĕсем ирттерни пирки отчетсем итлерĕç. Шкул коллекти- вĕсем тĕрлĕрен пулсан та, хальхи вăхăтра ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре шкул, çемье, общественноç пĕр тĕллевлĕ пулни çеç йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнине палăртрĕ комисси председателĕ, район администраци пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Марат Айзатуллов педагогсен ертỹçисене итленĕ май. Паян характер тĕлĕшĕпе йывăртарах ачасене психологпа уйрăм калаçу ирттерни те, вĕсене обществăлла ĕçе ытларах явăçтарни те, çав вăхăтрах çемье пурнăçне сăнаса, асăрхаса тăни те пĕлтерĕш- лĕ. Ун пек чухне ачасен тĕрлĕрен усал шухăшĕ те пуçран сĕвĕрĕлĕ, юлашки вăхăтра çĕршывра чылай калаçакан тема _ ачасем хăйсем çине алă хуни те _ пулмĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)