АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сак тулли саккăршăн савăнакан та пур

17 марта 2017 г.

 Кучухне ĕлĕкхилле пилĕк-ултă е çичĕ-сакăр ача çуратса воспитани паракансем нумай мар. Вĕсене районĕпе те алăри пỹр- непе шутласа тухма пулать темелле. Çапах та пурнăç паттăрĕсем (çаплах калас килет) паянхи кун та тупăнни савăнтарать. Акă районти ЗАГС пайĕн статистика кăтартăвĕсемпе кăçалхи икĕ уйăхра 54 пепке çут тĕнчене килнĕ.

Палăртнă цифра иртнĕ çулхипе танлаштарсан пысăкрах пулни те кăмăллă. Пĕлтĕр ку вăхăтра специалистсем 48 "çĕнĕ кайăка" çеç регистрациленĕ. Амăшĕ- пе ашшĕн çулталăкĕнче сас панă ачасем 17 çемьере пĕрремĕш тата иккĕмĕш, 16-шĕнче вара виççĕмĕш, иккĕшĕнче тăваттăмĕш пепке. Вĕсем хушшинче вара çиччĕмĕшне çемье членне илнĕ амăшĕпе ашшĕне чăнласах та саламламалăх та, тав тумалăх та пур. Сак тулли ачана чун панăскерсене Турă çеç сывлăхпа, телейпе тивĕçтертĕр.

Сăмах май каласан, паянхи куна пĕлтĕрхипе танлаштарсан вилекенсен шучĕ сахалланни те ырă хыпар. Арçынсем вăтамран 67 çул, ача амăшĕсем вара 81 çул пурăнни паллă. Вĕсен хушшинчи пысăк уйрăмлăх чăнах та шухăшлаттарать

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика