21 марта 2017 г.
Интернет ĕмĕрĕ вăй илсе пынă тапхăрта ведомствăсем хушшинчи патшалăх çăмăллăхĕсене электронлă хутшăнупа пурнăçлани ĕçе те ансатлатать, вăхăта перекетлеме те пулăшать. Паян граждансем ĕлĕкхи евĕр тĕрлĕрен кантуртан кирлĕ хутсем пуçтарса çỹресе хăшкăлмаççĕ.
Акă, çĕнĕ çулталăк пуçланнăранпа çеç районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр социаллă хỹтлĕх органĕн ыйтăвĕпе çеç 268 хурава электронлă хутшăнупа панă. Унсăр пуçне тата РФ Пенси фончĕн управленийĕн районти уйрăмне ViPNet каналпа 129 ыйтăва хуравланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)