21 марта 2017 г.
Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьелĕнчи Ленин ура- мĕнче "Энергострой" пĕрлешỹ тăвакан нумай хваттерлĕ виçĕ хутлă çурта çитсе курнă. Строительство ĕçĕсене кунта февраль уйăхĕнче пуçăннă, августра хута яма палăртнă.
Çуртра 11 хваттер пулать: пĕр пỹлĕмли _ 10, нумай ачаллă пĕр çемье валли виçĕ пỹлĕмли _ пĕрре.
"Энергострой" пĕрлешỹ директорĕ Ирек Маков çурта графикпа килĕшỹллĕн палăртнă вăхăта валли вĕçлессине пĕлтернĕ. Рудольф Васильевич ĕçе пахалăхлă тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса вăй хумаллине каланă.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)