24 марта 2017 г.
Кашни халăхăн ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕрки, наци пуянлăхĕ, паллă вырăнĕсем пур. Интереслĕ, ĕçчен, пултаруллă çынсем те сахал мар пирĕн таврара. Вĕсем çинчен историне манăçми ырă йĕркесем çырăнса юлаççĕ. Туçари В. Салмин вара çак ĕçе хăй "кулĕннĕ" тесен те йăнăш пулмĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ пĕлтĕр килĕнче музей уçнă. Унта Салминсен йăхне, Валерий Иванович ĕçĕ-хĕлне, район историне, аталанăвне çутатакан паха материал сахал мар. Район администрацийĕпе "Авангард" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем çак кунсенче музейра пулчĕç. Унти экспонатсене ырă хак пачĕç.
Саккăрмĕш теçетке çула пуснă пулин те В. Салмин вăр-варлăхне çухатмасть. Районти спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнать. Мăшăрĕпе _ Полина Кирилловнăпа _ юрлама та маçтăр.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)