24 марта 2017 г.
(В. В. Дергунов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май)
Пуçласа эпир унпа 1957 çул пуçламăшĕнче районти культура ĕçченĕсен черетлĕ вĕренĕвĕнче тĕл пулнă пек астăватăп. Тỹрех пĕр чĕлхе тупнăччĕ, хамăр тăрăхра халăхăн пултарулăхĕпе ỹнерне чĕртсе тăратас тĕлĕшпе пĕр шухăш-туртăмлă, ĕмĕт-тĕллевлĕ пулнипе çывăхланнăччĕ. 60-мĕш çулсен пĕрремĕш çурринче çав туслăх çĕнĕ çĕкленỹ илчĕ. Ун чух эпĕ маларах Совет Çарĕн-че пулса икĕ çул Йĕпреçре ĕçлесе ĕлкĕрнĕскер, тăван "Авангардра" тăрăшаттăмччĕ.Виталий редакцие тăтăшах килсе çỹретчĕ, хаçат валли хыпарсем парса тăратчĕ. Вăхăчĕпе пирĕн калаçу самаях вăраха тăсăлатчĕ. Эпир унпа хамăрăн сăмахлăхпа ỹнер тата культура пирки хĕрсех пуплеттĕмĕр. Ытларах ăна наци театрĕпе драматургийĕнчи лару-тăру кăсăклантаратчĕ. Халĕ, хăй пурнăçран уйрăлса кайнăранпа чылай вăхăт иртнĕ хыççăн, вăл утса тухнă çул-йĕре тепĕр хут куç умне кăларса тăрататăп та, унта икĕ пулăм уйрăлми çирĕп пĕрлĕхре тăнине уççăн туйса илетĕп. Икĕ çунат пек вĕсем. Пĕрремĕшĕ приказсен кĕнекине çырăннă тĕп ĕç пулнă пулсан, иккĕмĕшĕ тỹлевсĕр пурнăçлакан пултарулăхри шыравсем шутланнă.
Виталий Владимирович 1937 çулхи пушăн 13-мĕшĕнче Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен пĕлỹлĕх тĕнчинелле туртăннă. Ялти шкулта тăрăшса ăс пухнă. Канаш хулинчи 12-мĕш профтехучилищĕре вĕреннĕ. Çитĕнерехпе куçăмсăр майпа Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, Мускаври К. Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн- чи педагогика факультечĕн дипломне алла илнĕ. Вĕренĕве яланах ĕçпе сыпăнтарса пынă. Ĕçлĕ пурнăçĕ вара пĕрре те çăмăллăн юхса пыман. Ачалăхпа яшлăх хутлăхĕнче колхозра вăй хунă, ял-йышпа пĕрле тыр-пул çитĕнтерме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме хутшăннă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрте тар тăкма тивнĕ унăн.
1961 çулта пултаруллă çамрăка шăпи культура тытăмне илсе çитерет. Унта вăл малтан район библиотекин абонемент ертỹçинче тимлет. Кайран культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.1964 çулта ăна республикăри вырăс драма театрĕн администраторне лартаççĕ. 1965-1972 çулсенче Виталий Владимирович районти "Пĕлỹ" обществăн яваплă секретарĕ, 1972-1979 çулсенче _ 7-мĕш СПТУ директорĕ, 1973-1974 çулсенче _ райĕçтăвкомăн культура пайĕн пуçлăхĕ. Кайран ăна парти райкомне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Унта вăл 16 çул пропагандăпа агитаци пайĕн ертỹçи пулса тăрăшать. Унтан 5 çул каллех районти культура çуртне ертсе пырать. Кирек ăçта ярсан та хăйĕн ĕçне тимлĕ те пултаруллăн туса пырать. Тĕп тивĕçне тĕплĕн пурнăçланă вăхăтрах обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать, пултарулăх коллективĕн занятийĕсене çỹрет. 1961 çулта Патăрьелĕнче драма кружокне чăмăртать. Ăна чунтан юратса, тимлĕн, пуçаруллăн ертсе пырать. Çак ушкăн кĕске хушăрах пысăк çитĕнỹсем тăвать. 1970 çулта ăна "Халăх театрĕ" хисеплĕ ят параççĕ. Коллектив 50 ытла спектакль кăтартать. Хамăр таврари ялсенче пулнипе çеç çырлахмасть, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсене те тухса çỹрет. Репертуарĕ те пуян. Унта чăваш драматургийĕн чи паха тĕслĕхĕсем _ "Нарспи", "Айтар", "Арçури", "Кай, кай, Ивана", "Куккук çаплах авăтать", "Улькка кинĕн виçĕ кин", "Çур çĕр хыççăнхи апатлану" тата ыт. те _ тĕп вырăн йышăнаççĕ. Театр ытти халăхсен классикине те анлă çул парать. Сăмахран, Азербайджан драматургĕ çырнă "Шаннă чечексем", Украина писателĕн "Телейсĕр шăпа" пьесисене пысăк ăсталăхпа кăтартать
.Паллах, кирек хăш театрăн та тĕп никĕсĕ-тĕрекĕ вăл _ яланах унта вылякансем. Пирĕн çак коллектив та çав çулсенче тăван енре çуралса ỹснĕ, пултаруллă та маттур 40е яхăн çынна пĕрлештерсе тăратчĕ. Вĕсен хушшинче пурнăçра хурапа шурра самаях курма ĕлкĕрнĕ аслăрах ỹсĕмри юлташсем те, вăтам сыпăкри вăй питти ĕçченсем те, çамрăк каччăсемпе хĕрсем те пурччĕ. Виталий Дергунов вĕсемпе ăслă та тимлĕн ертсе пыратчĕ. Вылякансенчен кашнийĕн чунĕ патне çул тупни, ăш пиллĕн ăнлантарни, хавхалантарса ĕçлеттерме пĕлни, театр мелĕсемпе ăслайĕ- сене тарăннăн туйса тăни _ çаксем ман шутпа Виталий Владимировичăн чи лайăх енĕсем шутланатчĕç.
Çулсем иртнĕçемĕн халăх театрĕ хăйĕн кăтартăвĕсене ỹстерсе пычĕ. СССР Патшалăх академи Пĕчĕк театрĕн дипломне тивĕçрĕ. Раççейри ялти пултарулăх ушкăнĕсен пĕчĕк смотрĕнче тата Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Союзри II фестивалĕнче малти вырăнсене йышăнчĕ. Чăваш Енри халăх театрĕсен пĕрремĕш тата иккĕмĕш "Ахрăм" фестивалĕсен дипломанчĕ, Гран при тата Митта Ваçлей ячĕллĕ премин лауреачĕ пулса тăчĕ. Республикăри культура министерстви ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн тата йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа халăх театрне Хисеп грамотипе чысланăччĕ. Çав сумлă хута пама ун чух мана (парти обкомĕн культура пайĕнче ĕçлеттĕмччĕ) телей пỹрнĕччĕ.
Çапла вара Патăрьел районĕн культура пурнăçĕн историйĕн- че Виталий Дергунов нихăçан çухалми тарăн йĕр хăварчĕ. Пурăннă пулсан вăл 80 çул тултармаллаччĕ. Сантăр АКСАР
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)