АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçра ăс, алăра вăй пулсан, пуринчен те эс пуян!

24 марта 2017 г.

 Кучухне çынсем йышлă çỹрекен вырăнта ỹсĕр-пỹсĕрле çапкаланса е ахăрашса çỹрени мар, спортпа, физкультурăпа сывлăха çирĕплетни, ĕмĕре вăрăмлатни модăра. Тепĕр чухне эсĕ хавшак та черченкĕ пулсан, пуçра ăс пулни çеç те çителĕксĕр. Алăра вăй вĕресе тăрсан вара спортăн кашни тĕсне парăнтарма пулать. Уйрăмах хальхи вăхăтра вăй илсе пыракан армспорт ăмăртăвĕсенче.

Ку таранччен пирĕн районти чылай спортсмен алă вăйне виçессипе пьедесталăн çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçнĕ-ха. Çак кунсенче Кукеç поселокĕнче иртнĕ республикăри пысăк ăмăртура та Ильфак Алеевпа Игорь Моисеев тренер-преподавательсем хатĕрленĕ спортсменсем пурте тенĕ пекех призлă вырăнсене йышăннă. Хăйсен виçе ушкăнĕсемпе Татьяна Боброва (Çĕньял шкулĕ), Карина Краснова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), Фения Абелдеева, Илюзя Янтыкова, Ильяс Тумаков (Шăнкăртамри пĕрремĕш шкул), Ильяс Янтыков (ял хуçалăх техникумĕ) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнине уйрăммăн палăртса хăвармаллах. Районăн пĕрлештернĕ команди вара республикăран çĕнтерỹпе таврăнни армспорт пирĕн тăрăхра вăйлă аталанса пынине тепĕр хут çирĕплетсе парать. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика