28 марта 2017 г.
Иртнĕ эрнере Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федарацийĕн Президенчĕн Обществăлла йышăну пỹлĕмĕнче халăха харпăр-хăй ыйтăвĕпе йышăнчĕ. Асăннă тĕл пулăва Чăваш телекăларăмĕн хыпарсен ярăмĕнче те кăтартрĕç. Граждансем регион Ертỹçипе републикăн социаллă пурнăçĕпе, транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă самантсене сỹтсе яврĕç. Тĕл пулура пирĕн районти хисеплĕ спорт ветеранĕ, районти футбол федерацийĕн обществăлла майпа ĕçлекен яваплă секретарĕ Николай Нурсов спорт темине хускатрĕ, Патăрьелĕнче футбол уйне реконструкцилеме сĕнчĕ. Çакна вăл ĕнентерỹллĕ сăмахсемпе, фактсемпе çирĕплетрĕ. Республика Пуçлăхĕ спорт ветеранĕн пăшăрханăвне тимлĕн итлесе ыйту пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕ. Шанас килет, Николай Нурсов хускатнă ыйту çывăх вăхăтра пурнăçа кĕрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)