28 марта 2017 г.
Вăхăчĕ çĕмрен пек хăвăрт шăвать: чаршав карса та чарма çук, çăварлăхлама та пулмасть. Шкул ачисем нумай пулмасть çеç хĕллехи каникулта савăнчĕç темелле, халĕ вара çуркуннехи кану кунĕсем пĕрин хыççăн тепри малалла шăваççĕ. Чылай чухне çутçанталăк чĕрĕлнĕ тапхăрпа тỹр килнĕ каникулта уйрăмах кĕçĕн класра вĕренекенсем шыв кỹленчĕкĕсенче "чỹхенме", выляма, чупса çỹреме юратаççĕ. ГИБДД сотрудникĕсем пĕлтернĕ тăрăх, районта мартăн 23 _ апрелĕн 2-мĕшĕсенче "Внимание, каникулы!" операци пырать. Пакунлисем суйласа илнĕ ятарлă кунсенче уйрăмах аслисемпе юнашарах ачасен те çул-йĕр правилисене пăхăнмалла, автомашинăпа çула тухсан хăрушсăрлăх пиçиххине çыхмалла тата ытти те. Кун пирки пусарсах калаçма сăлтавĕ те çук мар. Çулталăк пуçланнăранпа çул çинче шута илнĕ аварисенчен пĕринче шăпах çул çитмен ача та пулнă.
Асăннă темăпа юнашарах аслисемпе шкул ачисене тепĕр çивĕч калаçу пирки те аса илтересшĕн. Каникулта çурхи шывпа пулакан инкексенчен те, пушар тухас хăрушлăхран та питĕ сыхă пулмалла!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)