28 марта 2017 г.
Паян республикăра туризма аталантарас пирки сахал мар калаçаççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сахал мар ĕç тăваççĕ. Пире йăх-несĕлĕмĕрсем, мăн асатте-асанне ăрăвĕ пысăк пуянлăх хăварнă, çутçанталăк Турри вара ытармалла мар хитре тавралăх парнеленĕ. Районадминистрацин социаллă аталанупа туризм пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Полина Логунова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра эпир пурăнакан вырăнта патшалăх сыхлакан 23 палăк упранать: Тикеш хулашĕ, Çĕнĕ Ахпỹрт çывăхĕнчи чăваш масарĕ, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи П. Крепков граждан вăрçин паттăрĕн палăкĕ, Хирти Пикшикпе Еншкик хушшинчи тутар халăхĕн культура палăкĕ тата ытти те. Вĕсене курма, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсемпе паллашма тăтăшах çынсем килсе çỹреççĕ. Сăмахран, 2016 çулта çеç районти туризм объекчĕсене 5000 ытла çын çитсе курнă, тĕрлĕ район-хуларан Патăрьел çĕрĕ 1500 туриста йышăннă. Çавна май хăна çурчĕсем 2 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)