АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харăсах икĕ "5"!… Сывлăх çеç пултăр тулĕк!

28 марта 2017 г.

Вăтăр çул ытлашшипех творчество каçалăкĕнче тăрăшма никама та çăмăлах мар. Уйрăмах _ МИХнче, ПРЕССĂра ĕçлекенсене. Çын урлă çеç çак сăмаха илтнĕ пулсан, тен, ăна ĕненмен те пулăттăм. Çапах районта тухса тăракан "АВАНГАРД" хаçат страницинче паянхи кун та шурă çине хура тĕспе тĕрленнĕ кашни сăмахăм чĕре витĕр шăранса тухнăран, çапла çирĕплетме мехелĕм те çитет.

Тỹрĕ кăмăлтан йышăнатăп: канваланнă йĕркесемшĕн тимĕр решетке леш енне çакланма тивмен (Турă сыхлатăр унтан), çапах та саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче журналистăн сивĕ тарне кăларас, мăшкăл кăтартас текенсем пĕрре мар пулнă. Спорт чĕлхипе каласан, çыравçă сăмахĕ çумне чăкăлташса, чĕрре кĕрсе "помост" çине чĕнекенсем тупăннă. Тавах мана çут тĕнчене килме пулăшнă аттепе аннемĕре "асав" шăллă çуратнăшăн, хамăн ĕçри наставниксене вара унпа пĕлсе усă курма вĕрентнĕшĕн. Çак сăлтавпах пулĕ сахал мар витĕмлĕ те çивĕч статьясемшĕн (мухтаннă пек ан пултăр) ку таранччен ырă сăмахне те пахучĕпех илтнĕ. Ара, район хаçачĕ вăл нихăçан та мухтав юррине çеç ĕнĕрлекен орган пулман. Пулмалла та мар! Пурнăç хăй те хурапа шурă черетленнипе йĕркеленсе пырать теççĕ мар-и-ха? Паянхи кун та пире, хаçат сотрудникĕсе- не, район влаçĕ тĕрĕс те тỹрĕ критикăна вулакан патне вăхăтра та пайăрлă çитерме сĕнсех, хистесех тăрать. Кунпа епле килĕшмĕн? Хальхи пурнăçа начар мар тесе хаклатпăр пулин те, вăл ялан пылпа çу евĕр юхса çеç пымасть. Панă сăмаха тытайманни те, ĕçе туса çитерейменни е тата вырăссем калашле, "тяп-ляп", чăвашсем хакланă пек, "валĕн-шалĕн, ячĕшĕн" пурнăçлани те пур. Çакна чăн малтан кам район халăхĕ, вулакан патне çитерет? Паллах, журналист! Çавăнпа та чăн-чăн журналистăн тус-юлаш нумай пулнинчен тĕлĕнмелли çук. Шел пулин те, чăннипех те чăн-чăн журналист çине шăл хăйракансем те пур. Ахальтен мар ĕнтĕ çулсеренех çĕршывра тĕрлĕ сăлтава пула калем ăстисем вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлаççĕ. Ятран калаймасан та пурин те йывăр тăприсем çăмăл пулччăр.

Тепĕр вăрттăн шухăшăма та уçса парам. Нумай çул редакцинче ĕçлесе манăн хушаматăма, хаçатра çирĕпленнĕ чĕлхемĕр стильне, тĕрĕссипе сăнăмпа кỹлепеме те ку таранччен вулаканăм хăнăхса çитнĕ пек туйăнатчĕ. Тĕрĕссипе ялсенче мана такампа арпаштарни пуçра та пулман. "Альбина Егорова? А-а-а _ "Ахрăм" хуçи-и?" тесе шỹтлени кăмăла уçать çеç.

Нумай пулмасть хамăн тивĕçĕмпе Татмăша çитме тỹр килчĕ. Район администраци представителĕсемпе пулнине пăхмасăрах, тĕл пулура пĕр чĕрĕ те йăрă хĕрарăм ман пата пычĕ те: "Эп пĕрмай хаçатра ĕçлекен Егорована райадминистрацинчи Марианнăпа арпаштаратăп. Эсир хăшĕ пулатăр-ха?", _ тет. "Эпĕ _ журналисчĕ",_ терĕм хам та мăнаçлăн, _ "Марианна Петровна Волкова вара хальхи вăхăтра район администраци пуçлăхĕпе, Рудольф Васильевичпа, унăн çумĕ- семпе юнашар çỹрекенни. Эпĕ çутăрах, вăл хурарах çỹçлĕ". Ак, хайхи-и! Эпĕ калем хуçи пулнине пĕлсен, пуçларĕ кинемей хăйсен ялĕнче кĕрсе-тухса çỹреме çук урамĕ пирки евитлеме: çыр та çыр, çыр та çыр! Унсăрăн çỹлелле каяссипе хăратать-ха тата! Эпĕ те вулакан пекех вĕриленнĕ пулсан, калаçу та сыпăнса пымасчĕ пулĕ. Хам та яланхиллех аптăраса та, тăр-тăр чĕтресе те ỹкмерĕм. Ватă çын сывлăш çавăрса илнĕ самантра пирĕн республика, район администрацийĕ, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хальхи вăхăтра шăпах ялсенчи урам çулĕсене йĕркене кĕртессипе тимленине, çавна май çак программăра кăçал та районти нумай ял ячĕ пулнине ăнлантартăм. Ун хыççăн диалог пачах урăх еннелле сулăнчĕ. "Марианнăна салам калăр эппин. Халĕ сире палласа юлтăм ĕнтĕ",_ терĕ кăмăллăн çеç "Авангард" хаçата мĕн ачаран "чун апачĕ" вырăнне йышăнакан палламан вулаканăм. Эсир хăть мĕнле хакласан та, эпĕ вара çак командировкăра хам валли тепĕр юлташ тупрăм тесех шутлатăп. Тепрехинче вăл та манпа çавăн пек "чĕрре кĕмĕ".

Мĕнех çырам кĕске шухăшăма малалла вакласа каймасăр. Шел пулин те, пурнăç урапи юрăри пекех çаврăнать те çаврăнать... Сисмерĕм те, ĕмĕрĕмĕн икĕ "5"лĕ ылтăн хапхи умне те çитрĕм те тăтăм. Çапах та алăра вăй, пуçра ăс пулнă чухне тата ытларах Татмăшри пек çынсемпе паллашас, йĕрке çумне йĕрке хушас кăмăл иксĕлмест-ха. Кирек мĕнле каласан та кăмăлтан ĕçлекен журналистăн калемĕ çулсем иртсе пынăçемĕн те мăкалмĕ, çивĕчленсех пырĕ. Çапла пултăр!

Альбина ЕГОРОВА. Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика