28 марта 2017 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх ыйтвĕпе тимлекен район комиссийĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.
Лару ĕçне полици подполковникĕ, район кураторĕ Михаил Рожков, ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти çул-йĕре пăхса тăракан подряд организацийĕн ертỹçисем хутшăннă.
Комисси ларăвĕнче чăн малтанах районти ОГИБДД начальникĕ Александр Петров районти çул-йĕр çинче иртнĕ çул тата кăçалхи икĕ уйăхра пулнă аварисен статистикипе паллаштарнă. Сăмах май каласан, 2016 çул гаишниксемшĕн начар иртмен. Маларахри çулхи цифрăсеме танлаштарсан аварисен шучĕ чакнă (36 тата 31). Анчах та инкексенче вилекенсем ытларах пулни пăшăрхантарать. Аварисен 37 проценчĕ ỹсĕр водительсен айăпĕпе пулни вара водительсен çул çинчи яваплăхне ỹстермеллине тепĕр хут систерет. Пĕр çын пỹтсĕрлĕхĕ темиçе çемьешĕн пысăк хуйхă пулма пултарнине манса каймалла мар!
Подряд организацийĕн представителĕсем _ Валерий Рубцов, Сергей Манзуркин, Сергей Паймуллов _ ларура хĕллехи тапхăрта автомобиль çулĕсене тата урамсене мĕнле пăхса тăни тата çуркуннехи ĕçсем пирки отчетсем тунă. Кунтах Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Патăрьел ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене те итленĕ.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)