31 марта 2017 г.
Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта нумай хутчен район чемпионĕ пулнă М. Абдуллина асăнса йăлана кĕнĕ шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Компьютерпа шăпа янă хыççăн вăййа 7 турлă швейцари системипе йĕркелерĕç. Шашистсен тупăшăвĕнче В. Марков ветеран ăнăçлă вылянине палăртмалла. Вăл виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Нумай хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă Н. Федоровран çур очко иртсе вара В. Антонов пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Шахмата кăмăллакансем те хĕрỹ вылярĕç. Юлашки турта А. Долгов Алманчă ачинчен В. Суйманов çăмăл мар партире çитĕнỹ турĕ. Çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Ытти призерсене палăртас тесен Р. Сафиуллов судья-компьюторщикăн хушма коэффициентсене шута илме тỹр килчĕ. Виçĕ спорт-смен пĕр пек очко пуçтарнă-мĕн. Виççĕмĕш вырăна вара Туçари А. Фролов тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче _ Гранатский.
Çĕнтерỹçĕсем грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Кунта çакна та палăртма кăмăллă: маларах В. Суйманов Чĕмпĕр облаçĕнче чемпион ятне тивĕçнĕччĕ. Вăл Раççейри спорт мастерĕн кандидатне илнĕ пенсионерсем хушшинче темиçе çĕнтерỹçĕрен те иртме пултарнăччĕ.
Хăш-пĕрисен шашка-шахмат вăййине кăмăлласси авалтанах пырать. Ăмăртусене çак енпе кирек хăш çанталăкра та ирттерме пулать. Тăкаклă спорт инвентарĕ те кирлĕ мар. Вăйăсене çамрăксене явăçтарассишĕн тăрăшмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе те çыхăннă çакă. Ун пек чухне çитĕнекен ăру компьютер умĕнчен те хăпма пултарĕччĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)