АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул тата тимлĕх

31 марта 2017 г.

 Чылай чухне çул çинче сиксе тухакан пăтăрмах хамăртанах килет: теветкелленсе çул хĕррипе утаççĕ, палăртман вырăнтан е тата светофорти хĕрлĕ çутă çинех каçса каяççĕ, автомашина умне сиксе тухаççĕ, водительсем çуран пыракана ятарлă вырăнтан каçма ирĕк памаççĕ тата ытти те. Юр çути куçран çухалнă хыççăн хальхи вăхăтра шăпах каçсерен урамсенче тĕттĕм. Тепĕр чухне хăш-пĕр касра пĕр çутă та çук. Çынсем пылчăкран хăраса та пăрăнса асфальт çул хĕррипех утни те сахал мар. Вĕсен тумтирĕ çинче каçхине çутатакан паллăсем пулманни вара шăпах аварилле лару-тăрăва çивĕчлетет. Çакă çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăсни те пулать. Ун пек чухне водительсем çуран утса пыракана асăрхаса та ĕлкĕреймеççĕ. Кăçал пулнă тăватă аварирен пĕринче шăпах водитель çул хĕрринчи хĕрарăма курмасăр ăна вилмеллех амантнă.

Çуран утакансем çул-йĕр культурине хăнăхса, хăйсене мĕнле тытмаллине вĕренсе пыччăр тесе кашни уйăхрах республикăра "Пешеход. Пешеходный переход" операци иртет. Ку тĕлĕшпе çул-йĕр инспекторĕсем граждансемпе тăтăшах профилактика ирттереççĕ пулин те, кашнийĕнчех çул-йĕр правилине пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çакнашкал пăтăрмахсем сахалланччăр тесе район полицийĕн начальникĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ эрнере те районта çакнашкал операци иртрĕ.

А. КАРГИНА, районти ОГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика