31 марта 2017 г.
Раççей правительстви "Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ тракторсен, çул-йĕр строительствинче хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен, прицепсен пахалăхне пăхас тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттересси çинчен" постановленипе килĕшỹл-лĕн республикăра, çавăн пекех районта та организаци-предприятин, ял хуçалăх эртелĕсен, фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен тракторĕсене, кăкарса çỹремелли хатĕрĕсене мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Асăннă тапхăрта техника мĕнле шайрине пăхма, çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, çут çанталăка вараламаннине, машинăсен шутне тĕрĕс пĕлме палăртнă. Çакна валли ятарлă комисси йĕркеленĕ.
Районта çулленхи техника тĕрĕслевне апрелĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен ирттереççĕ. Графикпа район администрацийĕн сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать. Комисси ял хуçалăх предприятийĕ- сен, фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен хурçă "учĕсене" пăхать, хатĕррисен ретне тăнисене çула тухма ирĕк парать.
И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)