АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕ _ чун апачĕ

31 марта 2017 г.

Çут çанталăкăн пĕр илемлĕ те ăшă кунĕнче пуçăннă ыйтăва вĕçне çитерес тесе Патăрьелне каймалла пулчĕ. Ĕçе вĕçлесен автостанцине кĕрсе киле кайма билет илтĕм те çутă та таса пỹлĕмре автотранспорт рейса тухасса кĕтме пикентĕм. Çум юлташсем калаçаканскерсем пулчĕç. Сăмах билет хакĕ çинчен пуçланчĕ. Унтан автобуссен маршручĕ патне çитрĕ. Автотранспортсем Кĕçĕн Арапуçне Тăрăн урлă кайсан тỹлев йỹнерех пулассăн ту- йăннине палăртрĕç. Анчах Тăрăнти çул тăвăртарах-мĕн. Р. Маркиданова вара "Эсир район хаçатне "Авангарда" çырăнса илетĕр-и?", _ терĕ çаксене. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсенче 2017 çулта (çав шутра Тăрăнта та) яваплă çынсем строительство ĕçĕсене пуçăнасси пирки калаçнине ăнлантарчĕ. Апла пулсан малашлăх пур.

Çакăнпа мĕн каласшăн-ха эпĕ? "Авангард" хаçат _ агитатор та, пропагандист та, хыпарсен çăл куçĕ те. Ăна çырăнмасан район мĕнле тĕллевсемпе, плансемпе пурăннине пĕлеймĕн. Çавăнпа та "чун апатне", чун хавалне 2017 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнма та ĕлкĕртĕм.

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика