31 марта 2017 г.
Ачасен, мăнуксен пуласлăхĕ эпир паян çут çанталăка упрассипе мĕнлерех ĕçленинчен нумай килет. Район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн специалисчĕпе, тĕп экологĕпе К. Михайловскаяпа тăван тавралăха сыхлассипе районта ирттернĕ тата çывăх вăхăтра палăртнă мероприятисем пирки сăмах хускатрăмăр.
_ Кристина Аркадьевна, çỹп-çап ыйтăвĕ яланах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Çак тĕллевпе районта еплерех кĕрешетĕр-ха?
_ Районта хытă каяшсене пухассипе "Полигон" пĕрлешỹ ĕçлет. Кирлĕ мар ăпăр-тапăра тăкмалли ятарлă вырăнĕ пур, анчах нумайăшĕ кунта илсе килмеççĕ. 2016 çулта кăна ял тăрăхĕсенче санкцилемен 91 çỹп-çап купине ликвидацилеме тиврĕ. Çавăн пекех 17 çынна административлă явап тыттарнă, 9-не асăрхаттарнă, 47-не предписани çырнă. Районти прокуратура экологи хăрушсăрлăхне пăснă 37 тĕслĕхе тупса палăртнă, иккĕшĕнпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Тăван тавралăха упрасси _ кашни çыннăн тивĕçĕ. Районти ял тăрă- хĕсенче ăçта килнĕ унта выртакан пĕр хут усă курмалли савăт-сапаран, çатăрка хутсенчен тата ыттинчен те тасатас тĕллевпе экологи субботникĕсем ирттерме пуçларĕç. Пĕлтĕр 200 экологи акцийĕ пулнă, унта 7,5 пин çын е районта пурăнакансен 22,3 проценчĕ хутшăннă.
_ Вăрман _ çут çанталăк ỹп-ки, теççĕ. Сывлăш уçă та тасарах пултăр тесен йывăçсем нумайрах лартмаллине пурте пĕлетпĕр.
_ Районта та çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул 7710 тĕп йывăç, 1504 тĕм лартнă. "Первомайски _ Анат Тăрмăш _ Турхан" çул айккипе 5,1 çухрăм тăршшĕ йышăнакан вăрман тăрăхĕ хутшăннă. Çавăн пекех Шăхачра, Пăлапуç Нурăсĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем умĕнче парксен, Первомайскинче, Патăрьелĕнче, Тури Тăрмăшра аллейăсен никĕсне хывнă. Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" çамрăксен паркĕ те малашне яла тата ытларах хитрелетессе шанса тăратпăр. Лартнă культурăсем пурте вăй илсе каяйманнине тата кивĕ парксенче хăрнисем пуррине шута илсе кăçал та çĕнетсех пыма, уйрăмах Аслă Çĕнтерĕве хисеп- лесе уçнă парксем патне тимлĕх ытларах уйăрма палăртнă.
_ Патăрьел тăрăхĕнче сыхлакан çут çанталăк палăкĕсем те пур. Вĕсем пирки аса илсе хăварар пуль?
_ 27,6 гектар йышăнакан "Присурский" заповедник, Первомайски çывăхĕнчи "Каенсар" вăрман, Чĕпкас патĕнчи Чĕпкас тата Çирĕкле кỹлĕсем хальхи вăхăтра сыхлакан объектсен шутне кĕреççĕ. Унччен пирĕн вĕсем тата ытларах пулнă: 1883 çулта лартнă хырсем, Люля юхан шыв, Ырсем, Киремет... Вĕсене 2015 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн сыхлакан объект- сен шутĕнчен кăларнă, анчах çакă вĕсене упрамалла маррине пĕлтермест. Çут çанталăк палăкĕ- сем _ пирĕн пуянлăх, çакна манмалла мар.
_ Кристина Аркадьевна, 2017 çула Раççей Президенчĕ Владимир Путин Экологи çулталăкĕ тесе ят пачĕ.
Районта кăçал çут çанталăка упрассипе мĕнле-мĕнле ĕçсем туса ирттерме планланă?
_ Районта кăçал 150 ытла экологи акцийĕ йĕркелеме палăртнă, çав вăхăтрах Раççей тата республика шайĕнчисене те _ "Çĕнтерỹ вăрманĕ", Пĕтĕм Раççейĕпе вăрман лартмалли кун", "Йывăç ларт тата ăна упра"... _ хутшăнатпăр. Апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа майăн 2-мĕшĕччен "Симĕс çуркунне" субботник, апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа майăн 6-мĕшĕччен хамăр территорисене хăтлăх кĕртессипе, тасатса тирпейлессипе, чечек-курăк акассипе уйăхлăх иртет. Апрелĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа майăн 5-мĕшĕччен йĕркелекен "Йывăç ларт тата ăна упра" акци "Йывăçа ят парнеле" ятпа пулать. Районти кашни çын, организаци-предприятинче вăй хуракан унта хутшăнма пултарать. Нумайрах тĕм лартас текенсен ял тăрăхне е район администрацине çакăн пирки пĕлтермелле.
Çĕнĕ Ахпỹртри плотинана та тĕплĕн юсама пăхса хăварнă. Ăна федераци, республика, район хыснинчен уйăрнă укçапа тирпейлемелле.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)