АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çула тухсан çул такăр пултăр

04 апреля 2017 г.

Çынсем çулран-çул хăйсен пурнăç условине лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Ку çаплах пулмалла та. Пĕр 10 çул каялла кăна-ха чылай ялти урамсенче кĕрсе тухма çук пылчăк çăрăлатчĕ. Туй машинисене тракторпа сĕтĕрсе кĕнисем те сахал мар пулнă. Ун пек кассем паян та пур, çук теместĕп, анчах унчченхинчен сахалтарах. Çак çулсенче кăна Кзыл-Камышри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи, Сăкăтри тата Пăлакассинчи урамсенчи çулсене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вак чул сарчĕç. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай начальникĕ Н. Краснов 2017 çулта та районта çул-йĕре тимлĕх çителĕклех уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ.

_ Районти çулсене юсас, ялсенчи урамсене техникăпа кĕрсе çỹремелле тăвас тĕллевпе федераци, республика шайĕсенчи пур программăна та хутшăнма тăрăшатпăр. Юхмапа Пăла тăрăхне çул-йĕр тума килекен укçа хисепĕ республикăра та чи пысăккисенчен пĕри. Кăçал федераци хыснинчен параканнипе Анат Чакăра тата Тури Тăрмăшра пĕрер урамри çула тума палăртнă. Вĕсем асфальтлă пулаççĕ. Икĕ ялти ĕçе пурнăçлама 44 млн тенке яхăн каять. Çавăн пекех "Пĕрремĕш социаллă объект патне асфальтлă çул илсе çитересси" федераци программипе çитес çул ĕçе пуçăнма "Калинино _ Патăрьел _ Суйкăн" трассăна кĕрекен Шăхачри пĕр урамри çула сарма тата Ишлĕ _ Пăлапуç Пашьел çулне тирпейлеме, унăн тăршшĕ 5 çухрăма яхăн, проектпа смета документацийĕ ха- тĕрлетпĕр. Пăлапуç Пашьелĕпе Тури Чакăна пĕрлештерекен çула тăвассипе те проект хатĕрлеме пуçăннă. Шăнкăртамри Чебоксарская урамри çула та 2018 çулта юсама федераци программине кĕртессишĕн тăрăшатпăр.

_ Николай Димитриевич, ялсене кайсан час-часах çынсем хăйсем пурăнакан урамсенчи çулсем начаррипе кăмăлсăрланнине пĕлтереççĕ.

_ Çулсене сарасси, юсасси _ пĕр кунта пулакан япала мар. 2017-2019 çулсенче ĕçлекен "Ял территорийĕсене аталантарасси" программăна районти 9 яла _ Чăваш Ишекне, Пăлапуç Нурăсне, Пăлапуç Пашьелне, Кзыл Камыша, Тутар Сăкăтне, Тăрăна, Кивĕ Катеке, Патăрьелне, Вăтаелне _ кĕртме тĕллев лартнă. Асăннă ялсенче пĕрер урама вак чул сараççĕ. Çакна та каласа хăварас килет: ял тăрăх пуçлăхĕсен, çынсен тунă çулсене упрассишĕн тăрăшмалла. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче пысăк техникăна кĕртмелле мар. Чылай чухне, шел пулин те, çакна пăхăнмаççĕ.

Район хăйĕн бюджетĕнчен ялти çулсене тирпейлеме 10 млн тенкĕ уйăрнă. Унпалан Алманчăна пырса кĕнĕ çĕрти тата Кĕçĕн Арапуçĕнчи кĕперсене, Кзыл Чишмари урама, Хирти Пикшикри чарăну павильонĕ патне çитичченхи çула юсама палăртнă. _ Патăрьелĕнчи тĕп урамри çул шăтăк-путăк ăшнех путрĕ. Ăна хăçан юсаççĕ-ши?

_ Район центрĕнчи тĕп урамри çула федераци çулĕнчен пуçласа Кепе кĕпер патне çити тĕплĕн юсама йышăннă. Юсав хыççăн çулăн категорийĕ тăваттăмĕшĕнчен виççĕмĕшне куçать. Сарлакăшĕ 6 метртан 7-е çитет, çавăн пекех çул айккисене те асфальт сараççĕ. Ăна валли республика бюджетĕнчен 31 млн тенкĕ уйăрнă. "Çĕрпỹ-Ульяновск-Яманчỹрель" трассăна та юсамалла пулать, ăна валли республика 33 млн тенкĕ парать.

_ Николай Димитриевич, районти ытти çулсенчи шăтăк-путăка та "сапласа" тухасса шанас килет...

_ Çут çанталăк условине тата техника нумай çỹре- нине пула асфальтсене пăхсах тăмалла. Кăçал районти çулсенчен 59 çухрăмне _ И. Манзуркина, 60 çухрăмне И. Рубцова индивидуаллă предпринимательсем юсаççĕ. Вĕсен графикпа килĕшỹллĕн хăйсене тивĕçекен лаптăксенчи шăтăк-путăка (график хаçатăн иртнĕ номерĕнче (мартăн 28-мĕшĕнче) пичетленнĕччĕ) майăн 20-мĕшĕччен хупласа пĕ- термелле.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика