АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу _ ыркăмăллăхпа тирпей тавра

04 апреля 2017 г.

 Ĕнер, ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, район администрацин Пысăк залĕнче анлă лару иртрĕ.

Унта район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертуçисемпе, организаци, предприяти, учреждени, мĕн пур харпăрлăх формин руководителĕсемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Канашлура паянхи кун районта пурăнакансемпе татса памалли чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ларăва район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ. Чăн малтан Рудольф Васильевич Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсен çемйисене патшалăх енчен пулăшу паракан сертификат панинчен пуçларĕ. Ăна хальхинче Кивĕ Катекри вăрçă ветеранĕн мăшăрĕ А. Сорокина тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăрçă ветеранĕн хĕрĕ О. Кайзерова çемйисем тивĕçрĕç. Çак ятпа вĕсене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов саламласа тав сăмахĕ каларĕ, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕ.

"Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн ертуçи Анатолий Моисеев районти спортсменсен 2016 çулхи çитĕнĕвĕсемпе тата 2017 çулхи ĕç планĕсемпе паллаштарчĕ. Çулсерен пыракан "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафон еплерех пыни пирки халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн специалисчĕ Алевтина Дюкина чарăнса тăчĕ. Марафон февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçланнă, ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсем 197 пин тенкĕ укçа куçарнă. Рудольф Васильевич ертуçĕсене çак ĕçре тата та активлăрах пулма сĕнчĕ.

Экологи çулталăкĕнче ялсенче, район центрĕнче тирпей-илем кĕртес ыйтусене район администраци пуçлăхĕн çумĕ, çул-йĕр, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай начальникĕ Николай Краснов çивĕчлетрĕ. Николай Димитриевич хамăр пурăнакан тавралăха ешĕл сĕм парасси, хитре клумбăсемпе илемлетесси пирки чарăнса тăчĕ.

Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов умра тăракан май уявĕсене чыслăн та хисеплĕн кĕтсе илсе ирттерсе ярас плансемпе паллаштарчĕ. Кунта кашни ĕç коллективĕ хастар хутшăнмалли çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех райпон чĕр тавар хатĕрлессипе ĕçлекен пай ертуçи Анатолий Носов лавккасемпе кафесен умĕнче тирпей-илем кĕртес ĕç планĕпе паллаштарчĕ.

Канашлу спорт уявĕсенче чи хастарлăх кăтартнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Хисеп хучĕсемпе чысланипе вĕçленчĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика