04 апреля 2017 г.
Ентешĕн, Валерий Раштав поэт-юрăçăн пултарулăх каçĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне питĕ нумай çынна пухрĕ. Билетсем мероприятиччен темиçе кун маларахах сутăнса пĕтнĕ пулсан та уява курас кăмăллисем шанчăк çухатмасăр килнĕ. Ларма вырăн çуккипе вĕсем ура çинче 2 сехет ытла (мероприяти шăпах 2 сехет те 10 минута тăсăлчĕ) тăчĕç. Залра, вырăссем калашле, пан улмине ỹкме те вырăн çукчĕ. Кун евĕр аншлага никам та кĕтменччĕ.
Уяв кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртрĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Кукеçри ваттисемпе сусăррисен çурчĕн директорĕ К. Никитин, В. Самойлов-Раштавăн амăшĕпе тăванĕсем, кĕмĕл саслă эстрада артисчĕсем _ Фарида, Алексей тата Регина Московскийсем, Валентина Волкова, Андрей Думилин тата Кивĕ Катекри "Самана" ушкăн, Альбина Юрату поэтесса, "Сувар" ТВ ертỹçи О. Цыпленков-Чунташ хутшăнчĕç. Валера йывăр чире пула хăй килеймерĕ, анчах вăл чĕрипе çак залрах пулчĕ. Видео урлă концерта йĕркелекенсене, артистсене, курма килнисене тав тунă, пурне те ырлăхпа сывлăх, телей суннă чухне кашни çын ăна хăйĕнпе юнашар туйрĕ. Çавăнпах пуль чылайăшĕн куçĕнчен чуна тасатакан куççуль тумларĕ, кашнийĕ ентеше мĕнпе те пулин пулăшма хатĕр пулчĕ. В. Самойлов хăй вăйĕпе тунă слайд унăн çамрăк чухнехи тата хальхи пурнăçне лайăхрах пĕлме май пачĕ.
Валерий Раштава нумайăшĕ эстрада артисчĕсем юрлакан юрăсен авторĕ пек пĕлет. Вăл çырнă сăвăсенчен 300 ытларахăшне юрăçсем сцена çинче шăрантараççĕ. Ячĕ республикипе паллă пулсан та унăн пултарулăхне хаклама май паракан пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти мартăн 29-мĕшĕччен пĕрре те йĕркелеменччĕ. Маларах, И. Ульянов ячĕллĕ университетри чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕр ушкăнра вĕреннисем Валерăна хăйне пĕлтермесĕр "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" пĕрремĕш кĕнекине кăларнă хыççăн Кукеçри И. Бичурин ячĕллĕ музейра презентаци ирттернĕ-ха, анчах вăл çеç çителĕксĕрри ун чухнех паллă пулчĕ...
Пурнăçа, таса туйăмсене хак- лама, тăван çĕре юратма вĕрентекен сăвăсен авторĕн таланчĕпе район халăхне тĕплĕнрех паллаштармалли шухăша район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов пачĕ. Хăй Валера патне Кукеçри сусăррисен çуртне кĕрсе тухма май тупрĕ. Рудольф Васильевич мероприятинче ентешĕмĕр район сумне, чысне республика шайĕнче тата унăн тулашĕнче те çĕкленине палăртрĕ, В. Самойлова район администрацин Хисеп грамотине пачĕ. Çакăн пек пултаруллă ывăл çут тĕнчене парнеленĕшĕн Валерий Раштавăн амăшне, Людмила Андреевнăна, тав турĕ. Кукеçри ваттисемпе сусăррисен çурчĕн директорĕ К. Никитин та сăмах илчĕ. Вăл Патăрьелсем хăйсен ентешне сума сунăшăн хĕпĕртенине, Кивĕ Катек каччи сăввисем вĕсене те пурăнма, ĕçлеме хавхалантарнине пытармарĕ, хăйне килĕшекен йĕркесене вуласа та пачĕ.
Ыркăмăллăх концертне (пухăннă укçана йăлтах Валерăна сипленме параççĕ) эстрада артисчĕсем те хапăлласах хутшăнма кăмăл турĕç. "Валерăн сăввисем пире халăх патне çул тупма пулăшаççĕ, унăн пултарулăх каçне çулленех йĕркелесен тата аван", _ терĕç вĕсем. Уявра 20 юрă янăрарĕ. Халăхра анлă сарăлнисем те, çĕннисем те пулчĕç. Куракансем кашнине хапăл туса йышăнчĕç, артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.
Пултарулăх каçĕнче "Авангард" хаçат редкторĕ Н. Мазякова сăмах илчĕ. Вăл Валерий Раштава 2017 çулхи иккĕмĕш çур çула валли район хаçатне çырăнса панине пĕлтерчĕ. Альбина Юрату поэтесса, О. Цыпленков-Чунташ Валерăна тата нумайрах сăвăсем çырма сунчĕç. Поэтăн амăшĕ ывăлне çакăн пек уяв йĕркелесе панăшăн тав турĕ.
Мероприяти вĕçленсен те халăх ытти чухнехи пек алăк патнелле утма васкамарĕ. Кашнийĕ çак каç хăйĕнпе чунлăхăн, ыркăмăллăхăн пĕр пайне пĕрле илчĕ.
О. ПАВЛОВА Х
ушса çырни.
Мероприяти вĕçленсен май тупсах Валерăпа кĕсье телефонĕпе çыхăнтăм. Вăл хăй питĕ хĕпĕртенине, хумханнине ниепле те пытараймарĕ. Пултарулăх каçне йĕркелеме хутшăннисене пурне те _ район администраци ертỹçине Р. Селиванова тата унăн администрацине, "Авангард" хаçат ĕçченĕсене (редакторĕ Н. Мазякова), районти культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансене (директорĕ А. Овчинникова), Кукеçри инвалидсен çуртĕнче тăрăшакансене (директорĕ К. Никитин), Кивĕ Катекри культура çурчĕн ертỹçине В. Ларионова тата "Самана" ушкăна, эстрада артисчĕсене, Альбина Юратупа Олег Цыпленкова, курма килнисене тепĕр хут тав сăмахĕ каларĕ.
«Сывё-и: ял-йышём: ман килес!»
Ентеш.н: Валерий Раштав поэт-юрё=ён пултарулёх ка=. Патёрьел.нчи культурёпа кану центрне пит. нумай =ынна пухр.? Билетсем мероприятиччен теми=е кун маларахах сутёнса п.тн. пулсан та уява курас кёмёллисем шанчёк =ухатмасёр килн.? Ларма вырён =уккипе в.сем ура =инче 2 сехет ытла (мероприяти шёпах 2 сехет те 10 минута тёсёлч.) тёч.=? Залра: вырёссем калашле: пан улмине \кме те вырён =укч.? Кун ев.р аншлага никам та к.тменчч.?
Уяв кёмёллё та ёшё лару-тёрура иртр.? Унта район администраци пу=лёх. Р? Селиванов: Куке=ри ваттисемпе сусёррисен =урч.н директор. К? Никитин: В? Самой-
лов-Раштавён амёш.пе тёван.-
сем: к.м.л саслё эстрада артисч.сем _ Фарида: Алексей тата Регина Московскийсем: Валентина Волкова: Андрей Думилин тата Кив. Катекри "Самана" ушкён: Альбина Юрату поэтесса: «Сувар» ТВ ерт\=и О? Цыпленков-Чунташ хутшёнч.=? Валера йывёр чире пула хёй килеймер.: анчах вёл ч.рипе =ак залрах пулч.? Видео урлё концерта й.ркелекенсене: артистсене: курма килнисене тав тунё: пурне те ырлёхпа сывлёх: телей суннё чухне кашни =ын ёна хёй.нпе юнашар туйр.? +авёнпах пуль чылайёш.н ку=.нчен чуна тасатакан ку==уль тумлар.: кашний. ентеше м.нпе те пулин пулёшма хат.р пулч.? В? Самойлов хёй вёй.пе тунё слайд унён =амрёк чухнехи тата хальхи пурнё=не лайёхрах п.лме май пач.?
Валерий Раштава нумайёш. эстрада артисч.сем юрлакан юрёсен автор. пек п.лет? Вёл =ырнё сёвёсенчен 300 ытларахёшне юрё=сем сцена =инче шёрантара==.? Яч. республикипе паллё пулсан та унён пултарулёхне хаклама май паракан пысёк п.лтер.шл. мероприяти мартён 29-м.ш.ччен п.рре те й.ркелеменчч.? Маларах: И? Уль-
янов яч.лл. университетри чёваш филологий.пе культура факультет.нче п.р ушкёнра в.реннисем Валерёна хёйне п.лтермес.р "Шухёша в.=терейм.н =илпе" п.ррем.ш к.некине кёларнё хы==ён Куке=ри И? Бичурин яч.лл. музейра презентаци ирттерн.-ха: анчах вёл =е= =ител.кс.рри ун чухнех паллё пулч.???
Пурнё=а: таса туйёмсене хак-
лама: тёван =.ре юратма в.рентекен сёвёсен автор.н таланч.-
пе район халёхне т.пл.нрех паллаштармалли шухёша ра-
йон администраци пу=лёх.
Р? Селиванов пач.? Хёй Валера патне Куке=ри сусёррисен =уртне к.рсе тухма май тупр.? Рудольф Васильевич мероприятинче ентеш.м.р район сумне: чысне республика шай.нче тата унён тулаш.нче те =.кленине палёртр.: В? Самойлова район администрацин Хисеп грамотине пач.? +акён пек пултаруллё ывёл =ут т.нчене парнелен.ш.н Валерий Раштавён амёшне: Людмила Андреевнёна: тав тур.? Куке=ри ваттисемпе сусёррисен =урч.н директор. К? Ни-
китин та сёмах илч.? Вёл Патёрьелсем хёйсен ентешне сума сунёшён х.п.ртенине: Кив. Катек каччи сёввисем в.сене те пурёнма: .=леме хавхалантарнине пытармар.: хёйне кил.шекен й.ркесене вуласа та пач.?
Ыркёмёллёх концертне (пухённё ук=ана йёлтах Валерёна сипленме пара==.) эстрада артисч.сем те хапёлласах хутшёнма кёмёл тур.=? "Валерён сёввисем пире халёх патне =ул тупма пулёша==.: унён пултарулёх ка=не =улленех й.ркелесен тата аван": _ тер.= в.сем? Уявра 20 юрё янёрар.? Халёхра анлё сарёлнисем те: =.ннисем те пулч.=? Куракансем кашнине хапёл туса йышёнч.=: артистсене тёвёллён алё =упса хавхалантарч.=?
Пултарулёх ка=.нче "Авангард" ха=ат редктор. Н? Мазякова сёмах илч.? Вёл Валерий Раштава 2017 =улхи икк.м.ш =ур =ула валли район ха=атне =ырёнса панине п.лтерч.? Альбина Юрату поэтесса: О? Цыплен-
ков-Чунташ Валерёна тата нумайрах сёвёсем =ырма сунч.=? Поэтён амёш. ывёлне =акён пек уяв й.ркелесе панёшён тав тур.?
Мероприяти в.=ленсен те халёх ытти чухнехи пек алёк патнелле утма васкамар.? Кашний. =ак ка= хёй.нпе чунлёхён: ыркёмёллёхён п.р пайне п.рле илч.?
О? Павлова
Хушса =ырни?Мероприяти в.=ленсен май тупсах Валерёпа к.сье телефон.пе =ыхёнтём? Вёл хёй пит. х.п.ртенине: хумханнине ниепле те пытараймар.? Пултарулёх ка=не й.ркелеме хутшённисене пурне те _ район администраци ерт\=ине Р? Селиванова тата унён администрацине: "Авангард" ха=ат .=чен.сене (редактор. Н? Мазякова): районти культурёпа кану центр.нче вёй хуракансене (директор. А? Овчинникова): Куке=ри инвалидсен =урт.нче тёрёшакансене (директор. К? Никитин): Кив. Катекри культура =урч.н ерт\=ине В? Ларионова тата "Самана" ушкёна: эстрада артисч.сене: Альбина Юратупа Олег Цыпленкова: курма килнисене теп.р хут тав сёмах. калар.?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)