АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха историпе çыхăнтаратпăр

04 апреля 2017 г.

Мирлĕ совет халăхĕ фашистла Германи çарĕсене çапса аркатса пысăк çĕнтерỹ тунăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Çавна май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кунран-кун хыçа юлса пырать. Мĕн чухлĕ çын пуçне хунă çак хаяр çапăçура! Паянхи мирлĕ пурнăçшăн асаттесемпе кукаçисем, куккасемпе пиччесем алла хĕç-пăшал тытса çапăçнă. Вĕсене сума суса тата асра тытса ĕмĕрлĕх вучĕсем çунаççĕ. Палăксен умĕнче майăн 9-мĕшĕнче парадсемпе митингсем иртеççĕ.

Юлашки çулсенче вĕсене "Вилĕмсĕр полк" хутшăнма пикенчĕ. Митинга тухакансем хăйсен çемйинче, ратнинче алла хĕç-пăшал тытса çапăçăва кĕнĕ тăванĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтаççĕ.

Çамрăк ăру вăрçă синкерлĕхне историе çырăнса юлнă страницăсенчен çеç пĕлет. Ун тăрăх эпир ачасене çарпа патриотла воспитани пама тăрăшатпăр. Гражданлăх туйăмĕ ỹссе пытăр каччăсемпе хĕрсенче. Сăкăтри вăтам шкулта иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче аслă классенче вĕреннĕскерсем çĕршыври çар мухтавĕпе çыхăннă чылай паллă вырăна çитсе курнăччĕ. Акă 1985 çулта чукун çулпа вăтăрăн Шупашкар _ Мускав _ Краснодар _ Новороссийск хулисенче пулни асра. 1986 çулта çакнашкал йышпах самолетпа Шупашкар _ Пенза _ Харьков _ Симферополь маршрутпа çула тухнăччĕ. Тепĕр ушкăнпа Шупашкар _ Мускав _ Киев хулисене кайса курнăччĕ. 1988 çулта поездпа Шупашкар _ Мускав _ Смоленск _ Минск _ Хатынь хулисенчи паллă вырăнсемпе кăмăла çĕкленĕччĕ. Шупашкар _ Чулхула _ Владимир _ Суздаль хулисене автобуспа çитнĕччĕ. 1989 çулта Шупашкар _ Мускав _ Ленинград çул çỹреве суйласа илнĕччĕ. Пирĕнтен хамăртан аякка мар вырнаçнă Чĕмпĕр _ Сызрань _ Тольятти хулисенче те асра юлмалли самаях пулнăччĕ. Кирек ăçта кайсан та курса тĕлĕнмелли пурах. Экскурсоводсем иртнине вĕсенче куç умне кăлармалла каласа пама та пĕлеççĕ. Ленинград блокадине илер-ха. Мĕнле чăтса ирттерме пултарнă ăна халăх. Тĕлĕнмелле. Унсăр пуçне фронта вĕсем пинĕ-пинĕпе хĕç-пăшал ăсатнă. Конвейертан юсаса тата çĕнĕ 2000 танк кăларнă. 10 миллион ытла снарядсемпе минăсем хатĕрленĕ. 225 пин автоматпа 12 пин миномет ĕçе кĕртнĕ.

Хулари "Блокада" скульптурăсен композицийĕпе, "Тăван çĕршыв _ Анне" монументпа, "Катюша", "Зеленый пояс Славы", паттăр-хỹтĕлевçĕсен мемориалĕпе чуна çỹçентермесĕр паллашаймастăнах.

Новороссийск герой-хулари 30 тăваткал çухрăмлă хăйне евĕрлĕ плацдарм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин летопиçне çырăнса юлнă. "Малая Земля" мемориалта курмалли питĕ нумай.

Раççей халăхĕ нумаях пулмасть Крым пирĕн йыша таврăнни 3 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Герой-хула Севастопольте вăрçă вăхăтĕнче çар бази пулнă. Тăшмансем унта оккупаци йĕрки туса хунă. 27 пин мирлĕ халăха пĕтернĕ. Украина фронтĕн-чи Хура тинĕс флочĕн морякĕсем мĕнле паттăрлăх кăтартнă кунта.

Сапун сăртĕнчи, Малахов курганĕнчи паттăрла тытăçусем те асран тухмаççĕ. Хура тинĕс хĕррине экскурсие кайни мĕне тăрать. Пысăк аквариум тĕлĕнтерет. "Битва за Севастополь" панорама, Хура тинĕс флочĕн музейĕ тата ыттисем те Герой хуласенчи паллă мар салтаксен вилтăприйĕсем патĕнче те пулнă эпир. Вĕсенчи сăваплă тăпрасене илсе килсе ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк уçнă чухне капсулсемпе хурса хăварнă. Аслăрах çулхисем çакăншăн мĕн тери хавас пулчĕç.

Паянхи кун çитейместпĕр вĕт-ха революци, çар, ĕç мухтавĕн паллă вырăнĕсене. Çавăнпа вĕсем çинчен ачасене каласа пани вырăнлах. Туристла çулçỹревсене "Спутник" бюро йĕркелетчĕ.

Гражданла-патриотла воспитани парасси вĕрентỹпе воспитани процесĕн тĕп пайĕ те шутланать. Чун пархатарĕ çынра ан çухалтăр тесе тăрăшатпăр эпир. Тăван çĕршыва юратма вĕрентетпĕр. Аслă классене çỹрекен каччăсем хушшинчех, акă, çĕршыв хуралне тăрасси çине çиелтен пăхакансем пур. Çакнашкал шухăша сирме тăрăшатпăр вĕсенне. Çар службине чыслăн пурнăçласа таврăнакан каччăсене курсан чун савăнать. Мĕн тери кĕрнеклĕ, ятуллă килеççĕ вĕсем унтан. Салтак пăттине çисе пурнăç тутине сисеççĕ. Çĕнĕ юлташсем тупаççĕ. Ушкăнпа пурăнма хăнăхаççĕ. Юлташлăх туйăмне ỹстереççĕ тата ытти те.

Арçынсем хушшинчи кирек хăш калаçу та салтак пурнăçĕпе ытларах çыхăнать. Енчен те унта пулман пулсан тепри тĕнчен тепĕр кĕтессине кайса кураймасчех. Çулталăкрах салтаксем темиçе çĕре çитме пултараççĕ.

Халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркине пăхăнни те кирлĕ. Ашшĕ, аслашшĕ чикĕ хуралне тухнă пулсан ывăлĕн, мăнукĕн мĕншĕн çак тивĕçе пурнăçламалла мар? Хăй салтакра пулнипе вăл пурнăç тăршшĕпех мăнаçланма пултартăр. Çакна тĕрĕс ăнланакан çемьесем сахал мар. Маларах çырни патне тепĕр хут таврăнас килет. Çулçỹревсене кайса килнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ те паянхи кун та иртнине манмасть. Вĕсен ывăлĕ-хĕрĕ герой-хуласене çитсе курнипе савăнать. Ачисем экскурсинче пулни сая кайман иккен. Вĕсем çулçỹрев пирки килĕнчисене те асра юлмалăх каласа пама пултарнă-мĕн.

С. ЕЛКИН, Сăкăтри вăтам шкулти географи тата обществознани вĕрентекенĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика