04 апреля 2017 г.
Пĕлỹ тĕнчине ачана малтанах илсе кĕрекеннисенчен пĕри _ ача садĕнчи шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагог. Вăл шăпăрлансене юрлама, ташлама хăнăхтарать, çут çанталăкпа çывăхлатать, тĕссене уйăрма вĕрентет, вăйăсене явăçтарать. Пĕчĕкскерсен пурнăçĕнче воспитатель ролĕ калама çук паллă вырăн йышăнать.
Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнчи А. Шрша логопед тивĕçĕсене пурнăçлать. Ушкăнри 19 ачапа ĕçлет вăл. Унта шкула кайма хатĕрленекенсем çỹреççĕ.
_ Ачасемпе ĕçлеме килĕшет мана. Занятисенче сасăсене тĕрĕс кăларма, калаçу чĕлхине аталантарма сахал мар тăрăшатпăр эпир. Шухăшлава анлăлататпăр. Астăвăма çирĕплететпĕр, _ тет Айгел Наиловна.
Çамрăк специалист педагог ĕçне кỹлĕнни нумаях мар-ха. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухса преподаватель-психолог дипломне илнĕ. Унтан педагогика университетĕн- че логопеда вĕреннĕ.
Айгел Наиловна хăйĕн профессийĕпе çанă тавăрса ĕçлеме тытăннине кăçал районта ирттернĕ "Çулталăк воспитателĕ" конкурса хутшăнни тепĕр хут çи- рĕплетет. А. Шрша унта виççĕмĕш вырăн йышăннă. Жюри членĕсем иккĕмĕш турта "Ăста алăсем" мастер-класс ирттернине вырăна хунă.
Мероприяти умĕн логопед методика проекчĕ хатĕрленĕ. Хăй аллипе лэпбук ăсталанă. Урăхла каласан пĕчĕк "сунтăклă" е чỹ- речеллĕ кĕнеке. Вăл уçăнать те, хупăнать та. Чỹрече пекех. Кашни кĕсйине тĕрлĕ япала чикме пулать. Пĕрне ỹкерчĕксем, теприне _ текстсем, виççĕмĕшне астармăш вăйăсен проекчĕсене хума меллĕ. Вĕсенче мĕн пытанни ачасемшĕн тупсăмлăх. Ăна кирек ăçта та вырнаçтарма пулать. Мĕн енчен лайăх вăл тата? Артикуляци аппарачĕ (сасăсем калама хутшăнакан органсем) аталанни. Ачасем кирек хăш кĕсйине уçса та пăхаяççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем аллисемпе ĕçлеççĕ, калаçу чĕлхи те аталанать, шухăшлама та вĕренеççĕ, астăвăм та пулать. Акă, пĕр кĕсйинчен патаксем илеççĕ те вĕсенчен кỹлепесем ăсталаççĕ. Е чĕрчун кĕлеткисене япаласенчен уйăрма вĕренеççĕ. Тĕссемпе те паллашаççĕ. Математика чỹречинче вара шутлама, хушма-кăларма хăнăхаççĕ тата ытти те. Упражненисемпе ĕçсем çителĕклех кунта.
Ачасене шкула кайма хатĕрлекен педагог хăюллă, пуçаруллă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак енсем пуртан Айгел Наиловна конкурс çĕнтерỹсен шутне кĕнĕ те.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)