11 апреля 2017 г.
Юлашки вăхăтра Куславкка, Вăрмар, Елчĕк районĕсенче уртаракан чире тупса палăртнă тĕслĕхсем пулчĕç. Ку чир хăрушшисен, ерекеннисен ушкăнне кĕрет. Унăн вирусĕсем нерв системинче ỹссе организма хавшатаççĕ. Суранланнă вырăнтан (алă, ура тата ытти çĕртен те) нерв тымарĕсем тăрăх пуç мимине çитеççĕ, сĕлеке парĕсене куçаççĕ. Чир выльăх-чĕрлĕхе кăна мар, çынна та ерет.
Пирĕн республикăра çак амака ытларах чухне чирлĕ тилĕсем сараççĕ. Вĕсем ялсене кĕрсе ачасене, выльăхсене, йытăсене çыртса хăйсен вируслă сĕлекипе варалаççĕ. Кашни чĕр чунăн организмĕнче чир тĕрлĕ вăхăт аталанать: икĕ кунран пуçласа 10 кун, 2-8 эрне таранччен, çавăн пекех 1-2 çул та тăсăлма пултарать.
Чирленĕ выльăха мĕнле паллăсемпе пĕлме пулать-ха? Сăмахран, йытăсен хăйсене тыткаласси улшăнать. Усаллисем ачаш та хăравçă пулса каяççĕ. Лăпкисем сăлтавсăрах вĕреççĕ, хуçисене тапăнма пăхаççĕ. Чир аталаннăçем яланхи апата çиме пăрахаççĕ, кирлĕ мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса яраççĕ, каяшне те тиркемеççĕ. Çав вăхăтра вĕсен апат çиесси, шыв ĕçесси йывăрланать, сĕлеки нумай юхать. Кăкаркăçра маррисем çапкаланса çỹреме, тарма тăрăшаççĕ. Тилĕсем вара чеелĕхне çухатаççĕ, ялах, çынсем патнех пыраççĕ, килти выльăхсене тапăнаççĕ.
Уртаракан чиртен çынсене, чĕр чунсене сыватмалли эмел шыраса тупайман-ха. Пĕртен-пĕр çăлăнăç _ чире хирĕç вăхăтра прививка тутарасси, çавăнпа та йытă е ытти выльăх çыртсан çийĕнчех медицина тата ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Сиен кỹнĕ анчăка, ыттисене те вĕлерме юрамасть. Çийĕнчех кăкармалла та 10 кун вырăнти специалистсене сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Çакăн хыççăн çеç вĕсен шăпине татса памалла.
Пĕлтĕр çеç 50 çынна йытăпа кушак çыртса суранлатнă. Ку хуçасăррисем нумайланнипе те çыхăннă. Юлашки çулсенче районта çавăн йышшисене тытассипе ятарлă предприяти _ Патăрьелĕнчи "Чистое село" _ ĕçлет. Иртнĕ çул вĕсем 181 анчăк, сунарçăсем пулăшнипе 65 тилĕ тата икĕ кашкăр тытса Çĕрпỹ заводне ăсатнă. Кăçал та вĕсен капкăнне 65 йытăпа 82 тилĕ лекнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 46 пин те 500 тенкĕ уйăрнă. Район хыснинчен тилĕсене тытма 30 пин тенкĕ панă.
Уртаракан чир район территоринче ан сарăлтăр тесен пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса вăй хумала. Инкек курас мар тесен мĕн тумалла-ха? Йытăсемпе кушаксене пăхса усрамалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Тăватă ураллă туса кăкаркăçра ытмалла, вĕсем пурри пирки ял тăрăх администрацине тата вырăнти ветеринари участокне пĕлтермелле. Кашни çулах урнă чиртен (бешенствăран) прививка тутармалла. Сунарçăсен профилактика тутарман йытăсемпе сунара кайма юрамасть.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальнике
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)